Саламсем йышăннă — 100 тултарнă ятпа

12 Авăн, 2019

Йышлă çемьере çуралнă Анна Агашева Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн фронтран таврăннă Егор Агашева качча тухнă. Мăшăр колхозра ĕçленĕ. Сакăр ача çуратса çитĕнтернĕ те... паянхи куна пĕр ывăлĕ Николай çеç пурăнать. Ыттисем çĕре кĕнĕ. Анна Игнатьевна 30 çул каялла мăшăрне те çухатнă. Хальхи вăхăтра кинемей ывăлĕн çемйипе кун кунлать.

Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелте пурăнакан тыл ĕçченĕ Анна Агашева 100 çул тултарнине паллă тунă. Юбилей ячĕпе саламламашкăн район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Виктор Львов, халăха социаллă пулăшу паракан центр пуçлăхĕ Наталия Никитина тата Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Никитин çитнĕ. Ĕмĕр ĕмĕрленĕ Анна Агашевăна РФ Президенчĕ Владимир Путин та саламланă.

Шкул ачисемпе культура çурчĕн ĕçченĕсем те çав кун ĕç ветеранĕпе тĕл пулса юрăпа, сăвăсемпе хавхалантарнă.

 

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас