Салтак тата судья

28 Ака, 2015

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Сироткинсем пиллĕкĕн - ашшĕ тата тăватă ывăлĕ - çапăçнă. Кашниех харсăрлăхпа, паттăрлăхпа палăрнă, орден-медале тивĕçнĕ. Шел, вăрçăран пурте таврăнайман. Василий, çичĕ ачаллă çемьери виççĕмĕш, йывăр аманса демобилизациленнĕ.

Тутар АССРĕнчи Акташ районĕнчи Кисилевка ялĕнче 1922 çулта çуралнă Василий Сироткина вăтам шкула пĕтерме те паман - çара илнĕ. Пултаруллăскере офицерсене хатĕрлекен училищĕне янă. Анчах фронтра лару-тăру çивĕччине кура училищĕне те пĕтереймен. Малтанах Ленинград çывăхне ăсатнă - унта стрелоксен 57-мĕш уйрăм бригадине йĕркеленĕ. Çак бригада йышĕнче отделени командирне В.Сироткин сержанта Çурçĕр Кавказа куçарнă. Унта 1942 çулхи кĕркунне хаяр та юнлă çапăçусем пынă. Çав çапăçусенчен пĕринче, ноябрьте, Василий йывăр суранланнă.

Фронтпа сывпуллашма тивнĕ. I тата II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕсене, чылай медале тивĕçмеллех харсăрлăхпа палăрнă салтак госпиталь хыççăн тăван ене таврăннă. Малтанах ăна колхозра счетовод-кассир ĕçне шаннă. Анчах ĕнерхи салтак çакăнпа çырлахма пултарайман. Вăрçă чарăнсан комсомол райкомĕ пултаруллă çамрăка Хусанти юридици шкулне вĕренме янă. Вĕренĕве вĕçлесен Чăваш АССР Юстици министерстви сĕннипе Василий Семенович Пăрачкав районĕн халăх судйинче ĕçлеме тытăннă.

Хăй аса илнĕ тăрăх - халăх сучĕ ун чухне леспромхоз çуртĕнче вырнаçнă. Вăрçă çулĕсенче унта тырă йышăнакан склад пулнă. Пуç усман. Вăрçă хыççăн никама та çăмăл килмен вĕт - шанса панă ĕçе яваплăха туйса тата тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Районта виçĕ судья ĕçлемелле пулнă, В.Сироткинăн вара çак ĕçе чылай хушă пĕчченех пурнăçлама тивнĕ. 1951 çулта ăна Çĕмĕрле районĕн 1-мĕш участокĕн халăх судйине суйланă. 1953 çулта юридици институчĕн Хусанти филиалне заочно майпа пĕтернĕ, ăна каллех Пăрачкав районĕн халăх судйине суйланă.

Фронтовик-судья 1982 çулта отставкăна кайнă. Судья ĕçĕнчи стаж - 35 çул! Анчах çакăн хыççăн та кĕрĕк арки йăваласа ларман темелле. Районăн юридици консультацийĕн заведующийĕнче 10 çул тăрăшнă.

Вăрçă инваличĕ, отставкăри судья халĕ те Пăрачкаврах пурăнать. Вăл паян та ĕçтешĕсемшĕн тĕрĕслĕхе тĕпе хуракан судья тата тÿрĕ кăмăллă çын тĕслĕхĕ пулса тăрать.

Николай ДМИТРИЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.