Самана çынни

18 Утă, 2018

Т.И. Иванов-Таçук çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май

Трофим Иванович Иванов-Таçук 1918 çулхи çĕртмен 19-мĕшĕнче çуралнă. Хресчен çамрăкĕсен шкулĕнче вĕреннĕ. Вăрçă умĕн Канашри культура çуртĕнче ĕçленĕ. Каярахпа Йĕпреçри вăрман хуçалăхĕнче, райком инструкторĕнче, колхоз председателĕнче вăй хунă. 1962 çулта ялти çуртне сутса Шупашкара куçса каять, «Капкăн» журналта ĕçлеме пуçлать, яваплă секретаре çити ÿсет.
Сăвăсем çырма çамрăклах пуçланă. Кулăшла калавсемпе фельетонсем те нумай хайланă. Унăн «Тал пиçен», «Хĕлĕх ала», «Çĕнĕ милĕк», «Курман-илтмен çынсем мар» кĕнекисем тухнă. Çыравçăсен хушшинче хисеплĕ çын пулнă, анчах Писательсен союзне кĕрсе ĕлкĕреймен.

Пысăк япала аякранах курăнать. Çын пирки те çавнах каламалла. Анчах ку тĕлте ирĕксĕрех шухăша путатăн. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен этеме ун кĕлетки тĕреклĕ пулнипе мар, ĕçĕпе хаклатпăр. Сăмахран, Библи халапĕнчи Голиаф Улăп пекех пулнă, анчах ача пек хул-çурăмлă Давид ăна чулпа персе çĕнтерет те чапа тухать.
Кунашкаллине таçта та асăрхама пулать. Сăмахран, кулăшпа сатира «цехне» кĕрсе пăхар-ха. Чăваш кулăшĕн лаççинчи ĕç-пуçсем çинчен çырнă чухне тĕпчевçĕсем тÿрех Иван Мучие аса илеççĕ. Чылай чухне вĕсем М. Федоровăн «Арçурине» манса каяççĕ. Иван Мучи хыççăнхи кулăш ăстисене те вĕсем асра тытасшăнах мар. Вара кулăш лаççинче пирĕн Иван Мучипе танлашаканни çук та пек. Л. Агаков та, А. Эсхель те, Хв. Уяр та таçта çухалса юлаççĕ.
Эпĕ хам та кулăш лаççинче ун «сиенлĕ» вут-кăварне пайтах пăтратнăран тÿрех калатăп: пур, пулнă ун пек ăстасем! Вĕсенчен пĕри — Трофим Иванов-Таçук /сăн ÿкерчĕкре/. Эпĕ, унпа пĕр пÿлĕмре темиçе çул ĕçлесе курнăскер, сăвă-калав таврашне епле туптанине те аван пĕлетĕп. Вирлĕ те юрăхлă, рифма тĕлĕшĕнчен янăравлă пĕр сăмах тупассишĕн те пайтах тертленетчĕ. Вăл тертленни мана, ÿстермесĕрех калатăп, хăйăр сăртĕнче ылтăн пĕрчи шыракана аса илтеретчĕ. Унăн хваттерĕнче пурăнса курнăран та калатăп: çĕрле, пĕтĕм халăх хуп турттарнă вăхăтра, каллĕ-маллĕ утса рифма шыратчĕ. Тупсанах пичĕ тĕттĕм пÿлĕмре те кăнтăрлахи пекех çуталса каятчĕ.
Унăн ывăлĕ Леонид темиçе çул каялла ирттернĕ юбилей каçĕнче çакна çирĕплетсе çапла каларĕ:
— «Капкăн» редакцине куçсан атте хăй япалисемпе ларнине эпĕ курман та: ялан çырусемпе тĕрмешетчĕ.
Сăлтав çук чух вăл калаçсах каймастчĕ. Ахăртнех, çĕнĕ темăсем, янăравлă рифмăсем шыранă пулас. Вăл мана темшĕн ялан йывăр
кутамккапа çÿрекен çын пек туйăнатчĕ. Ун пеккисем пирки ман атте çапла калатчĕ: «Пурнăç тути-масине пĕлекен нумай сăмахламасть».
Вăрçă хыççăнхи чăваш журналисчĕсем çамрăксен хушшинче талантсем кулленех шыратчĕç. Утмăлмĕш çулсен вĕçнелле, сăмахран, мана «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ М. Якимов çыру çырса та, телефонпа та темиçе хутчен редакцине куçма чĕннĕччĕ. Эпĕ хамăн аслă пĕлÿ çуккишĕн вăтанса Шупашкара çул тытма хăю çитереймерĕм. Кунтан та ытларах, хам Шупашкартан пит аякра, пин çухрăмра пурăнни тытса чаратчĕ. Аякринчен чăрмавлăраххи çемье кутамкки: арăм тата виçĕ ача. Аякри Пушкăрт çĕрĕнче тĕпленсе çитнипе пĕрехчĕ: хваттер пур, аван тÿлеççĕ, çĕр лаптăкĕ те пур, пĕрре мар, иккĕ таранах.
Именÿ чирĕнчен хăтăлма мана кĕтмен-туман çĕртенех Трофим Иванович пулăшрĕ. Ун чухне вăл «Капкăн» журналта литература пайĕнче вăй хуратчĕ. Ун çырăвĕсен хăвачĕ вырăнтан тапратрĕ мана: «Виталий шăллăм, — тесе çырнăччĕ вăл, — эпир, капкăнçăсем, ватăлса çитрĕмĕр. Пире çамрăксем кирлĕ. Эпир сана ĕçе чĕнесшĕн. Арăмупа ларса шухăшла та хăв кунта ĕçе килме пултарассине хăвăртрах çырса пĕлтер». Конверчĕ те, çыру хучĕ те «Капкăнăн», кулăш фирмин, эппин. Вара ним тăхтаса тăмасăр Шупашкара тухса вĕçтертĕм.
Таçук мана капкăнçăн мĕнле пулмаллине те çине тăрсах вĕрентетчĕ: «Капкăн» вăл самай сиенлĕ цех, — текелетчĕ. – Унта ĕçлекенсене сĕт параççĕ, пире сĕт вырăнне – гонорар».
Пĕр çулхине манăн КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕн ĕçне тĕрĕслеме тиврĕ. Унта кайиччен Трофим Иванович, хăй те парти аппаратĕнче ĕçлесе курнăскер, райком секретарĕ камне, ун влаçĕ мĕн таран иккенне тĕплĕн каласа ăнлантарчĕ. Юлашкинчен асăрхаттарчĕ: «Питĕ асăрхануллă çÿре, райком секретарĕ вăл пит çинчи шĕпĕнпе пĕрех — пурне те курăнать, анчах алăпа шăлса илнипех пĕтмест...»
Района çитрĕм, тĕрлĕ çынпа калаçрăм, анчах район «хуçи» манпа питех сăмахласшăн пулмарĕ. Мана панă çыру вара самаях вăрăм, фактсем енчен пуян. Почеркĕ тата, почеркĕ! Писарь пек хитре çавăрттарнине шута илсе кунти вăтам шкула кĕрсе тухас терĕм. Ман телее, директор пĕчченех ларатчĕ. Паллашнă хыççăн çапла сăмах пуçартăм: «Учительсем ачасен тетрачĕсене мĕнле тĕрĕслеççĕ- ши?» Директор тетрадь купи илсе килчĕ те мана тыттарчĕ. Эпĕ учитель почеркне тÿрех палласа илтĕм, анчах кун пирки директора ним те каламарăм. Кăштах пăхкаласа ларнă пек тукаларăм та сыв пуллашса урама тухрăм, иртен-çÿрентен ыйтса пĕлсе учитель килне çул тытрăм.
— Эсир тĕрĕссинех çырнă пек туйăнать, анчах фактсене çирĕплетекен документ çукки иккĕленÿ çуратать, — пĕлтертĕм пĕр тăхтамасăр.
— Ан васка, документсем манăн мăй таранах. Куратăп, эсĕ шанчăклă журналист. Вырăнти пуçлăхсем райком секретарĕн хÿтлĕхне кĕрсе ÿкрĕç, никамран та хăрамаççĕ, — терĕ те учитель сунтăхран магнитофон ленти туртса кăларчĕ. — Куна сана кăна шанса паратăп, тепрер эрнерен илме хам пырса çитетĕп. Асту, шанчăксăр çынсен аллине ан пар ăна, — асăрхаттарчĕ мана. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.