"Самант" журнал, 10 №, 2019 çул

31 Юпа, 2019

«САМАНТ» ЖУРНАЛĂН ÇĔНĔ НОМЕРĔНЧЕ:
ЫЙТĂМ. Пĕлӳ çуртĕнче ачасем телефонпа усă курнине вĕрентекенсем, вĕренекенсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ мĕнле йышăнаççĕ?
ПИРĔН ТАНТĂШ. «Ялта е хулара пурăннинчен килмест ку. Ăслă ача ял шкулĕнчен репетиторсăрах вĕренсе тухсан та Мускав патшалăх университетне кĕреет. Пĕтĕмпех ачаран хăйĕнчен килет», — тет И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн 1-мĕш курс студентки Юлия Ильина.
ЧУН ЫРАТАТЬ: ПУЛĂШĂР! «Мăшăрăм манран ывăнать пек туйăнать. Хитререххи тупса ун патне каясран шикленетĕп…» Ангелина Семенова психолог кун пек лару-тăрура мĕнле пулмаллине вĕрентет.
ТЕАТР. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артистки Эмилия Назарова роль калăплассишĕн тапак шăршлама вĕреннĕ.
ТИШКЕРӲ. Çăлтăрсен интернетра миçешер страница?
КУЛЬТУРА ХУРАНĔ, Сергей Кувшинов дискотекăна чăвашлатать. Ernes альбом хатĕрлет. Владимир Егорова «Эпĕ маршăн» — штраф.
ТУСЛĂХ КĂШĂЛĔ. «Камерунра урамрах апат хатĕрлесе ăна контейнерсемпе сутма пулать. Анне хатĕрленĕ çимене эпĕ 6 çултах урам тăрăх сутса çӳреме тытăнтăм». Африкăран Шупашкара вĕренме килнĕ Мария Авуссăпа паллашма сĕнетпĕр.
ХИТРЕ ТУМЛАНАР-И? Кĕрхи сивĕ кунсенче хĕрсен мĕнле пушмак суйламалла?
ÇУЛ ÇӲРЕВ. Шупашкар хĕрĕ Валентина Гусева ятарлă программăпа стипенди çĕнсе илнĕ те пĕр çул Америкăра вĕренме тивĕçнĕ.
«САМАНТ» ХĂНИ. Полина Максимова-Константинова: «Çемье маншăн яланах пĕрремĕш вырăнта».
ТРУД КРУТ. В чем сила бойца РСО?
ПРОФЕССИРИ ПĔР КУН. Кинолог-инструктор ĕçĕ мĕнлерех-ши? Ун пирки Александр Григорьев каласа кăтартрĕ.
ТĔПЕЛТЕ. Çĕрпӳри М.Силантьев ячĕллĕ 1-мĕш шкулти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Надежда Михайлова пан улмипе апельсин кукăлĕ пĕçерме вĕрентет.
ЮРАТУ-ЫРАТУ. «Манăн чунра кĕвĕçӳ туйăмĕ çуралчĕ. Эпир унпа ялан юнашар мар-çке. Унăн Мускавра савни пур пек туйăнать. Халь тин ăнлантăм: юратма çăмăл мар».
РЕДАКЦИ ПОЧТИНЧЕН. «Саша çине пăхатăп та — ăна та юрататăп. Шухăшсенче — Игорьпе. Эпĕ иккĕшне те саватăп пулас…»
МАТТУР. Катрина Ухварина: «Тĕллевсене яланах пурнăçламалла».
ЛИТЕРАТУРА ТĔПЕЛĔ. Мустай Каримăн чăвашла куçарнă сăввисемпе паллашма сĕнетпĕр.
ӲНЕР ТĔНЧИ. Патăрьел хĕрĕн Мальвина Ильинан илемлĕ ӳкерчĕкĕсен вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?
ЧР ХĔРЛĔ КĔНЕКИНЧЕН. Шыв шăшийĕ /кутора/.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.