Семинар: конкуренци тăрăшарах ĕçлеме хистет

6 Çĕртме, 2019

Паян Чăвашпотребсоюз, ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви, ЧР Журналистсен союзĕ йĕркеленипе Йĕпреç районĕнче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансен семинар-канашлăвĕ иртрĕ.

Йĕпреç районĕнче потребительсен обществисем 20-мĕш çулсенче ялсенче йĕркеленнĕ. Каярахпа вĕсем райпона пĕрлешнĕ.

Хальхи вăхăтра Йĕпреç райповĕн ĕçĕ-хĕлĕ анлă: суту-илÿ, общество апатланăвĕ, производство, йăла ыйтăвĕ, хатĕрлев тата ыт.те. Вăл 303 кооператора пĕрлештерсе тăрать.

Конкуренци çивĕчленнине пăхмасăр райпо суту-илĕве сарсах пырать. Унăн 46 лавкки 14,1 пин çынна тивĕçтерет. Çав шутра 67,6 проценчĕ ялта пурăнать. Райпо предприятийĕсенче çăкăр-булка, кондитер изделийĕсем пĕçереççĕ, аш-пăшран çурма фабрикатсем хатĕрлесе кăлараççĕ. Хатĕрлев кантурĕ «Уйран — сентре çине» мелпе ĕçлесе пырать. Пурĕ 9 чĕр тавар хатĕрлет.

Массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансем райпон суту-илÿ комплексĕпе, медицина, ветеринари аптекисемпе, çурмафабрикатсен, пулă цехĕсемпе, хатĕрлев пункчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Йĕпреçри çăкăр заводĕнче техĕмлĕ çимĕçе тутанса пăхрĕç. Ку тăрăхра уçă пĕлĕт айĕнче йĕркеленĕ этнографи музейĕ те вĕсене кăсăклантарчĕ. Унта ĕлĕкхи чăвашсен çурчĕсене вырнаçтарнă. 

Семинарта «çавра сĕтел» те иртрĕ. Унта çивĕч ыйтусене хускатрĕç, малта пыракан опытсемпе паллаштарчĕç.

Сăн ÿкерчĕкĕсем...

www.hypar.ru

Комментари хушас