Сĕт хакĕ хăçан тивĕçтерĕ?

18 Çурла, 2014

Ял çынни сĕт хакĕпе миçе çул ĕнтĕ кăмăлсăр. Хушăран ăна çырлахтарнă вăхăтсем те пулнă. Виçĕм çул çуллахи уйăхсенче сутăннă кашни литр сĕтшĕн пĕрер тенкĕ хушса тÿлени те. 2013-2014 çулсенчи хĕллехи тапхăрта ĕне çимĕçне йышăнакан предприятисем хака палăрмаллах хăпартни те. Вĕсем 2013 çулхи чÿк уйăхĕнчен тытăнса кăçалхи ака уйăхне çитиччен кашни килограмне 20 тенкĕрен пысăкрах хакпа туяннă. Кăрлач-пуш уйăхĕсенче вăл 21 тенкĕ урлă каçнă. Чи пысăк кăтарту - нарăсри - 21,94 тенкĕ пулнă.

Çак вăхăтра ялта ĕне тытакансем кăмăлĕ çырлахнăран лăпланнăччĕ. Анчах вăл мĕнрен килнĕ, мĕншĕн çапла пулса тухнă - ахăртнех, хресчен шухăшласа пуç ватман. «Çапла пулмалла», - тесе хĕпĕртенĕ те - лăпланнă ĕнтĕ. Çакă рынок экономикин саккунĕпе тачă çыхăннине чухламаллах. Тавар сахал чухне хак яланах ÿсет, нумай чухне - йÿнелет. Сĕтпе те çаплах пулса тухнă. Хĕлле - пысăкрах, çулла - пĕчĕкрех. Ăшăра тата сĕтеклĕ апатпа ĕне сĕт ытларах антарать. Ешĕл курăкпа типĕ утта ăçтан танлаштарăн-ха? Çак вăхăтра сĕт пуçтаракан хăйне явап тыттарма пултаракан органсем сисиччен усă курса юласшăн.

Экспертсем çирĕплетнĕ тăрăх - сĕт тирпейлекен предприятисем нарăсăн иккĕмĕш çурринчен тытăнса ăна йÿнетес çул çине тăнă, ака уйăхĕнчен пуçласа хака хăвăрт чакарса пынă. Вĕсемпе пĕрлех - предпринимательсем те.

Уйрăм çын та, ял хуçалăх предприятийĕн ĕçченĕсем те ĕнесене пĕрешкелех пăхаççĕ, анчах чĕр тавара предприятие тĕрлĕ хакпа ăсатаççĕ. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсем пĕр литр сĕте - 16-17* ял çыннисем - 11-13 тенкĕпе. Сăлтавĕ ансат: продукцие завода хăйсем тĕллĕн сутма пултарайманни. Кашни çемьерех ăна сивĕтекен оборудовани те, тирпейлекен предприятие леçме транспорт та çук. Автомашина пулсан та пĕр е 2-3, тен, ытларах ĕне сĕчĕшĕнех завода кунсерен çÿреймĕ: тăкак хушăнать, вăхăт çухалать. Çавăнпа та кашни ялтах предприниматель çирĕплетнĕ.

Усламçăн ырă шухăш-кăмăллă, пуçаруллă та пултаруллă пулмалла. Унашкаллисем çук мар-ха, анчах хăшĕ-пĕри таса мар чунлă. Хăйĕн ĕçне мар, укçана мала хурать, уншăн паян пурăнса пултăр. Ку ĕçрен кирек хăçан та пăрахса кайма пултаратăп, унччен пуйса юлас, уйрăмах çуллахи вăхăтра - ĕнесем сĕт нумайрах панă чухне.

Тĕрĕссипе, конкуренци вĕсен хушшинче те пырать. Таса мар чунлисем тÿрĕ кăмăллисене юратмаççĕ. «Сире пула хака хăпартма, 12 е 13 тенке çитерме лекет. Хамăра валли вара мĕн юлать?» - теççĕ кăмăлсăррăн.

Ыттисене хака йÿнетме сĕнеççĕ, ăна пĕр шайра тытса тăма тăрăшаççĕ. Халăхшăн мар, хăйсен кĕсйине хулăнлатассишĕн çеç ĕçлеççĕ. Тар кăлармасăрах ял çыннин вăйĕпе пуясшăн. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Правительство комиссийĕпе экономика канашĕн пĕрлехи ларăвĕнче вĕсем пирки питĕ тĕрĕс каларĕ: «Темиçе çул каялла çеç-ха тутăхнă автомашинăсемпе çÿретчĕç, халĕ - чаплисемпе».

Пирĕнтен кашниех лайăхран лайăх пурăнасшăн, ырлăх курасшăн. Куншăн ырламалла çеç, анчах çын харпăр хăй вăйĕпе ĕçлесе мул пухтăр, халăх вăйĕпе усă курса мар. Çын куççулĕ çĕре ахаль ÿкмест тенине манас марччĕ.

Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Çĕмĕрле тата Етĕрне районĕсенче сĕт пуçтаракансем юлашки вăхăтра кашни литршăн 10 тенке çитиех йÿнетнĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев районсенче ял халăхĕпе тĕл пулсан: «13 тенкĕрен чакарса ан сутăр. Пĕр предприниматель вырăнне тепри тупăнатех. Хăвăра хисеплеме вĕренĕр», - тет.

Усламçăсем, паллах, çак сăмахсене илтнĕ. Анчах хытă чĕреллĕскерсем хăйсен шухăшĕнчен каялла чакасшăн мар. Утă уйăхĕнче ял çыннисенчен сĕт пухнă хак республикăра вăтамран 11 тенкĕпе танлашнă, тирпейлекен предприятисем вара 15,19 тенкĕпе туяннă. Куратăр-и, усламçăсем хăйсене кашни литртан 4,19 тенкĕ хăварнă. Хĕллехи вăхăтра сĕмсĕрленме хăяйман-ха. Тепĕр тесен, продукци сахалрах чухне нухратшăн ытлах хыпса çунман пулас. Раштавра заводсем - 20,99 /усламçăсем - 19 тенкĕпе/, кăрлачра - 21,6 /19,5/, нарăсра - 21,94 /20/, пушра 21,22 /19,5/ тенкĕпе йышăннă. Уйрăмлăх пысăках мар: раштавра - 1,99* кăрлачра - 2,1* нарăсра - 1,94* пушра - 1,72 тенкĕ /урăхла каласан, халăхпа ĕçленĕшĕн предпринимательсем уйăхсерен кашни литр сĕтшĕн хăйсене çавăн чухлĕ тенкĕ хăварнă/.

Ака уйăхĕнчен пуçласа вара хăйсене юлакан кĕмĕле пысăклатма тытăннă: продукци ытлă-çитлĕ, мĕншĕн май пур чухне нухрат туса юлас мар? Утă уйăхĕнче вăл 4,19 тенке çитни çинчен маларах çыртăм ĕнтĕ. Çав вăхăтрах Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев усламçăсен ăна хăйсене 50-70 пусран ытла хăвармалла марри çинчен аса илтерсех тăрать. Апла тăк вĕсем Михаил Васильевич сăмахне хăлхана та чикмеççĕ. Теприсем вара, укçашăн ăнтăхакансем, хыснана налук пĕр пус та куçармаççĕ. Мĕншĕн вĕсенчен çирĕпрех ыйтас мар? Саккуна пăхăнманшăн штраф хурсан та ытлашши пулмĕ.

Сĕт пуçтаракансен канашне йĕркелеме тахçанах вăхăт çитнĕ. Калаçса татăлса, йĕркене çирĕп пăхăнса ĕçлеччĕр. Хака сасартăк пĕчĕклетни вĕсене сиен кÿрет çеç. Çапма пĕлмен пушă хăйсене пырса ан тивтĕр.

Чи кирли - выльăх тытакана тăкаклă ĕçлеттермелле мар. Унсăрăн вăл ĕне усрама пăрахать. Кĕтÿ пĕчĕкленсе пырсан чĕр тавар тирпейлекен заводсем çурма вăйпа ĕçлĕç е хупăнма та пултарĕç. Ку - ырă пулăм мар. Ял çынни ĕне хакне кăлартăр çеç мар, килти хуçалăха аталантармалăх тупăш илме пултартăр. Вăл вара выльăх йышне савăнсах хушăнтарĕ, заводсем те тулли хăватпа ĕçлĕç. Ĕç калăпăшне кура нухрачĕ те пулĕ.

Сергей Павлов вице-премьер-ял хуçалăх министрĕ çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче республикăри сĕт пуçтаракансемпе канашлу ирттернĕ. Тимлесех йыхравланă, анчах нумайăшĕ пыман. Апла пулсан вĕсене малашне епле вăй хурасси кăсăклантармасть. Канашлăва пынисем те Сергей Владимирович сĕнĕвĕпе килĕшменнине пĕлтернĕ.

«Етĕрне районĕнчи «Сареевское» ООО ертÿçи Сергей Сапожников пĕлтернĕ тăрăх - районта улттăшĕ çеç тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать, ытти - вуннăшĕ - саккуна пăхăнмасть.

Чăваш Енре сĕт пуçтаракан организаци 200 яхăн. Кунсерен 400 ытла тонна чĕр тавар йышăнать. Çакă республика туса илекен сĕт калăпăшĕн 30 проценчĕпе танлашать. «Ыйту çивĕчлĕхĕ чакмасть. ЧР Правительстви саккунсăр ĕçлекенсемпе кĕрешме тĕрлĕ мера йышăнать. Тĕрĕслеве налук органĕсене, ветеринари специалисчĕсене явăçтарать. Апла пулсан та çак ĕç хальлĕхе тивĕçлĕ шайра пурнăçланаймасть-ха, яваплăхран пăрăнакансенчен çирĕпрех ыйтмалла», - тет Сергей Павлов.

Министр анчахрах çак енĕпе лару-тăру еплерех йĕркеленнипе паллашма Шупашкар районĕнчи Пархикасси ялĕнче пулса курнă. Алексей Субботин предприниматель унччен халăхран сĕте 11 тенкĕпе пуçтарнă. Çав кун 12 тенкĕпе йышăнасси çинчен пĕлтернĕ. Май пур вĕт-ха, 12-пе мар, 13 тенкĕпе туянма та. Анчах мĕншĕн-ха ял хуçалăх министрĕ е республика Пуçлăхĕ çак ĕçе хутшăнасса кĕтмелле? Вĕсем пур яла та çитеймĕç.

Манăн шухăшпа, халăх сĕтне ял хуçалăх предприятийĕ урлă вырнаçтарсан аванрах. Сутаканпа туянакан хушшинче виççĕмĕш çын пулмалла марах. Хуçалăхăн план тулĕ, ял çыннин нухрачĕ ытларах пулĕ. Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхоз вун-вун çул каяллах çак меслетпе ĕçленине мĕншĕн мантăмăр-ха?

Валентин ГРИГОРЬЕВ