Шупашкара килсен чун уçăлать

30 Çĕртме, 2018

Мускав чăвашĕсене шăпчăк сассипе савăнтаракан, тăван тăрăха — Шупашкара — савса вун-вун юрă шăрантаракан Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тăракушкăнь ялĕнче çуралса ÿснĕ Надежда Кашкирова калаçма вĕренсенех кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнче пукан çине тăрса юрланă. Пысăк сцена çине тухсан чăваш шăпчăкĕ АИДА хушма ят илнĕ.
Аидăн ашшĕ Анатолий Кашкиров Волгограда ĕçлеме çÿренĕ. Кăштахран вăл çемйине те илсе кайнă. «Унта та «Шăнкрав курăкĕ» юрласа çÿреттĕм», — аса илчĕ юрăç. Вăхăт нумай та иртмен, çемье каялла таврăннă. Анатолий Федоровичăн амăшĕ ватă, пĕччен пурăннă-çке. Çемьере Кашкировсем иккĕн ÿснĕ — Надеждăпа Володя.
— Хăмаркка ялне кукаçипе кукамай патне кашни каникулта чупаттăм. Кукаçи учительте вăй хунă. Ялта пĕрремĕш телевизор, радио вĕсен пулнă. Хисеплĕ çынсем патне кÿршĕсем час-часах телевизор пăхма пыратчĕç. Эпĕ вĕсене юрласа параттăм. Шкулта та пур мероприятие хутшăнма тăрăшаттăм. Музыка вĕрентекенĕсем Валерий Ядранскипе Николай Пономарев çула уçса пычĕç. Пĕчĕкренех таланта асăрханăшăн тав вĕсене. Ялти культура çуртĕнчи «Кĕрен чечек» ушкăнра юрлама тытăнтăм. Халăх умне пĕрремĕш юрăпа тухни те асрах. «Соловей» вырăс халăх юррине шăрантарсан куракан тăвăллăн алă çупнипе татах хĕпĕртерĕм. Юрий Шатуновăн «Белые розы» юррине халăха час-часах парнелеттĕм. Шупашкар çинчен юрлама мана яланах килĕшнĕ те, килĕшет те. Республикăн чаплă хулипе мăнаçланатăп, — чунне уçрĕ Надежда Анатольевна.
Чунĕнче юрă тĕнчи хуçаланни ăна çамрăк чухнех лăпкă ларма паман. Хăюллăскер ялсем тăрăх агитбригадăпа концертсем кăтартма çÿренĕ. Выльăх касăвне пăхма уя тухсан та кайăк юррипе киленме юратнă хĕр вĕсене хирĕç хуравланă — «Шăнкрав курăкĕ» шăрантарнă. «Манăн сасса илтсе çут çанталăк савăннине, çĕнĕрен те çĕнĕрен чĕрĕлнине сисеттĕм. Шыв хĕрринче юрлани маншăн пĕтĕм тĕнчене телей парнеленĕ пек туйăнатчĕ», — хавхаланса калаçрĕ юрăç.
Ачаранах колхозра вăй хурса çитĕннĕскер шăрăх çанталăкра утă пуçтарнă-и, кăшман анине çум курăкран тасатнă-и, купăста шăварма çÿренĕ-и — юрăсăр пĕр утăм та ĕçлемен Чутай хĕрĕ. Никамран та вăтанман вăл, сцена çине тухма пĕчĕкренех ĕмĕтленнĕ. Çывăрса тăрсанах картише тухса сиккĕче микрофон вырăнне тытнă та кайăксемпе пĕрле юрланă.
Надежда Анатольевнăн йăхра музыкăна юратакан чылай пулнă: купăсçă та, халăх юррине шăрантаракан та. Вĕсен пултарулăхне сÿнме паман вăл. Шкултан вĕренсе тухсан музыка енĕпе пĕлÿ илме шухăшланăскерĕн ĕмĕчĕ пурнăçланайман.
— Шупашкарта музыка училищинче вĕреннĕ вăхăтрах Мускава тухса кайрăм. Çавăн чухне те сцена çине тухас, чăвашла шăрантарас ĕмĕтĕм сÿнмерĕ. Унта ĕçе вырнаçрăм. Патшалăх Думин депутачĕн Анатолий Аксаковăн пулăшуçипе Альбина Шашинăпа паллашсан вăл мана нумай пулăшрĕ. 2000 çулта Мускавра чăваш культурин обществи çумĕнчи «Атăл» хора çÿрерĕм. Музыка çуртĕнче юрларăм. Çĕршывăн тĕп хулинчи чăваш культурин обществин председателĕ Лира Смирнова çула уçса пычĕ. Чăваш диаспорин ертÿçипе Анатолий Григорьевпа пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлетпĕр. Мускаври чăвашсен Акатуйĕ мансăр иртмест. Альбина Юрату сăввипе кĕвĕленĕ «Акатуй» юрра май килнĕ таран кашни уявра шăрантарма тăрăшатăп. Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне халалланă концертра Раиса Сарпи сăввипе Олег Кăйкăр кĕвĕленĕ «Ăмăрткайăкăм» юрра куракана парнелерĕм, — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Аида.
Халĕ вăл Славян академийĕнче вокал уйрăмĕнче вĕренет. Тĕнчипе паллă юрăçăн Муслим Магомаевăн мăшăрĕн Тамара Синявскаян лекцийĕсене итлесе музыка пĕлĕвне пуянлатать. Икĕ — «Пĕр сана кĕтет чĕре», «Эс ман юрату» — аудио дискăн авторĕ, чăваш радиовĕн «Кайри-мала» хит-парачĕн темиçе хут çĕнтерÿçи 39 çулта юратнă мăшăрне Дмитрия ывăл парнеленĕ. Халĕ 4 çулти Егор ача садне çÿрет. Чылай çул кĕтнĕ тĕпренчĕкĕнчен уйрăлаймасăр юрăç ĕçне иккĕмĕш вырăна хăварнă. Çак кунсенче вăл Шупашкара килсе кайрĕ. Вĕрентÿ институтĕнче иртнĕ пысăк мероприятире чуна пырса тивекен сассипе ентешсене юрă парнеленĕ. Ăна Тав хучĕпе чысланă. Альбина Юратупа Раиса Сарпин сăввисемпе Саша Павлов композиторпа юрă çыртарнă вĕсем. Çитес вăхăтра mp3 альбом кăларма хатĕрленет.
Аида мăшăрĕпе Мускаври пĕр ресторанта паллашнă. Краснодарти çар академине вĕренсе пĕтернĕ, Чечня вăрçи витĕр тухнă полици ĕçченне пĕрре курсах юратнă пирĕн ентеш. Чăваш шăпчăкне, пуринчен хитре юрлаканскере, каччă та куç хывмасăр пултарайман. Димăн чĕрине кăна мар, унăн амăшне те тыткăнланă ырă чунлă чăваш пики. Кафе-хупахра вырăсла шăрантарнă вăхăтрах Аида чăтайман, чăвашла юрласа янă — савнă Шупашкара «савнă». Мăшăр икĕ хут туй кĕрлеттернĕ: малтан Мускавра, унтан Чăваш Енре, Атăл хĕрринчи чиркÿре венчете тăнă. Хунямăшĕ юратнă кинне ылтăн алка-вăчăра парнелесе савăнтарать. Дима та, унăн амăшĕ те Аида юрланине кăмăллаççĕ.
Тракушкăньре Чернышевсем час-часах пулаççĕ. Юрăçăн амăшĕ Людмила Ивановна кĕрĕвне юратать. Юратмасăр! Мускав арçыннин ал-ури пур ĕçе ăста. Вĕсем ялта кил-çурта, хуралтăсене çĕнетсех тăраççĕ. Пахча çимĕç лартса ÿстереççĕ. Ют çĕршывра туса кăларнă чаплă çăмăл машинăпа çÿреме Аида хăй те кăмăллать, анчах тимĕр урхамах рульне мăшăрне кăна шанать.
— Шупашкара килсен, Атăл хĕррине ансан манăн чун уçăлса каять. Тăван тăрăх хăй патне туртать. Чĕлхе çине Салампи юрри килет. Вăл манăн чи юратнă юрă. Унăн таланчĕ чуна çывăх. Юрăсăр эпĕ пурăнаймастăп, опера, классика, ари юрататăп. Нумаях пулмасть Мускаври Нацисен çуртĕнче Иван Яковлев юбилейне халалланă концертра залри хăнасене «Шупашкарăм» юрăпа савăнтартăм, — чăваша хăть те ăçта кайсан та çĕклеме хатĕрри курăнать юрăç калаçăвĕнче.
Хитре тумланма юратакан илемлĕ чăваш хĕрарăмĕ мăшăрне хисеплет, юратса тутлă апат-çимĕçпе сăйлать. Вăл Юлия Высоцкаян кăларăмне курма кăмăллать. Çĕннине мăшăрĕ ĕçрен таврăннă тĕле янтăласа та хурать. Юрăçсен пушă вăхăт çук пек туйăнать, анчах Аида ăна тупатех. Вăл паянхи кун та тĕрĕ тĕрлет, тĕрлĕ кофта-костюм çыхать, юлташĕсем валли парнелĕх хатĕрлеме те ĕлкĕрет. Сăмах май, ырă чунлă хĕрарăм чăвашла пичетленнĕ чылай сăвă-юрă пуххисен спонсорĕ.
Ача чухне ĕмĕтленни пурнăçланнă-ши Надежда Кашкировăн? Мĕн-ши уншăн телей?
— Ĕмĕтĕн вĕçĕ-хĕрри çук. Çыннăн ÿснĕçемĕн ĕмĕчĕсем улшăнса пыраççĕ. Телейлĕ тесе калама та тăхтамалла. Çумра савнă мăшăр, юратнă ывăл пур. Эпĕ Турă панă сасăпа юрлатăп. Унран хакли мĕн?
Аида «Самант» журнал вулаканĕсене, ентешĕсене юратнине, вĕсемшĕн тунсăхланине чунран тухакан сăмахсемпе пиллерĕ:
— Чăвашла ан манăр, чăваш пулнишĕн ан вăтанăр. Чунăр тăрă шыв пек таса пултăр. Юмахри пек пурăнăр.
Елена ЛУКИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.