Шупашкарта демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнă

20 Нарăс, 2017

Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ 17-мĕш анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

Шупашкар хули пуçлăхĕн — Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн ĕçĕ-хĕлĕн пĕлтĕрхи тĕп кăтартăвĕсем, Чăваш Енĕн тĕп хулин 2016 çулти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем — ларура шăпах çак ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç. Асăннă ыйтусемпе Пуху председателĕ Ирина Клементьева тата хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков доклад турĕç. Вĕсем пĕлтĕрхи кăтартусене пĕтĕмлетнипе пĕрлех кăçалхи тĕллевсене те палăртрĕç. Кăмăллă самантсенчен пĕри — Шупашкарта демографи лару-тăрăвĕ лайăхланни, кăçал кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне хулара пурăнакансен йышĕ 500 пин çынна çитни.

Ларурах хăйсен ĕçĕнче пысăк çитĕнÿ тунă çынсене — патшалăх наградисем, пултарулăхри ăнтăлушăн Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ çамрăксене çакна ĕнентерекен свидетельствăна парса чысларĕç.

Рубрика: 

Комментари хушас