Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль хăнисемпе Чăваш Ен Ертÿçи тĕл пулчĕ

20 Çу, 2019

Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль уçăлĕ. Этника тата регион киновне халалланăскер кăçалхипе 12-мĕш хут иртĕ.

Ун умĕн Çамрăксен театрĕнче жюри членĕсемпе, фестиваль хăнисемпе ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕл пулчĕ. Палăртма кăмăллă: кăçал вĕсем нихçанхинчен те йышлă тата чăн-чăн çăлтăрсем. Фестивалĕн хисеплĕ хăнисем — Раççей халăх артисчĕ Александр Пашутин, совет тата Раççей кинорежиссерĕ тата сценарисчĕ, ачасен «Ералаш» киножурнал илемлĕх ертÿçи Борис Грачевский, Франци актерĕ Биби Насери. Кусем — кинофестиваль уçăлнă тĕле килсе çитнисем. Вĕсен йышĕ кулленех йышланса пырĕ. Акă кино пăхма юратакансем кĕçнерникун Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Раççей халăх артисчĕн Виктор Сухоруковăн пултарулăх каçне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Унсăр пуçне Раççей Композиторсен тата Кинематографистсен союзĕсен членĕ Григорий Гладков композитор Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче куракансемпе тĕл пулĕ. Раççей Кинематографисчĕсен союзĕн Çамрăксен центрĕн ĕç тăвакан директорĕ Дмитрий Якунин киноэксперт этника фильмĕсен конкурсне хутшăнакансемшĕн усăллă ăсталăх класĕ ирттерĕ. Унта регионсенчи режиссерсем туса çитереймен самантсене сÿтсе явĕç. Тĕрĕссипе, унашкал тĕл пулусем, ăсталăх класĕсем, пресс-конференцисем тата ытти мероприяти фестиваль программинче — 90 ытла.

Кинофестивалĕн илемлĕх ертÿçи Сергей Лаврентьев шухăшĕпе — Шупашкарти кинофорумăн хăй евĕрлĕхĕ этника фильмĕсене аталанма пулăшнинче. «Çĕршывра ку таранччен сахал йышлă халăхсен киноне халалланă фестиваль çукчĕ. Çак ĕçе эпир пуçарса ятăмăр», — терĕ вăл. Сергей Александрович çавăн пекех ăна йĕркелесе пыма пулăшнăшăн ЧР Пуçлăхне Михаил Игнатьева тав турĕ.

Михаил Васильевич хăнасене Шупашкара килме май тупнăшăн тав туса: « Куракансем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ фестиваль кунĕсене, — терĕ. — Çапла майпа Шупашкарта пурăнакан пин-пин çын вун-вун картинăпа, Раççейре, çавăн пекех чикĕ леш енче ÿкернĕ фильмсемпе паллашма май тупать. Çапла пултăр тесе эпир хамăр та çине тăрса тăрăшатпăр. Юлашки виçĕ çулта республикăра 15 кинозал тата 12 культура учрежденийĕ уçнă. Эпир сире Шупашкарта курма яланах хавас. Яланлăхах юлас текенсене савăнсах йышăнăпăр».

Шупашкарта тымар яма килĕшнисенчен пĕрремĕшĕ илемлĕ фильмсен конкурсĕн жюри председателĕ Одельша Агишев пулчĕ. Раççей, узбек киносценарисчĕ, ВГИК профессорĕ Шупашкара тÿрех куç хывнине акă мĕнле ăнлантарчĕ: «Эпĕ уçăлса çÿреме юрататăп. Ĕнер ирхине Шупашкарта çапла тума май пулчĕ. Хула питĕ таса пулни тĕлĕнтерчĕ. Кунта сывлама çăмăл. Эпĕ çак хулара яланлăхах юлма хатĕр», — терĕ.

Этника тата регион киновĕн жюри председателĕ Хонг Санву киновед вырăсла питĕ лайăх калаçать. Сăмах май, вăл куçаруçă та. Ун шухăшĕпе — кунашкал фестивальсем питĕ усăллă. «Раççей тата унти регионсен картинисене Кăнтăр Корейра курма çук. Шупашкарта вара çак çивĕч ыйтăвăн хуравне темиçе кунрах тупма пулать», — терĕ хăна.

Фестивальте кăтартакан ĕçсене икĕ конкурспа — илемлĕ фильмсен тата этникăпа регион киновĕсен — пахалĕç терĕмĕр ĕнтĕ. Сăмахран, илемлĕ фильмсен конкурсне 11 картина тăратнă. Вĕсем: «Байгал» /режиссерĕ Ильдар Ягафаров/, «Лили» /Антон Чижиков, Илья Чижиков/, «Облепиховое лето» /Виктор Алферов/, «Мертвые ласточки» /Наталья Першина/, «Мира» /Денис Шабаев/, «Игра» /Дмитрий Астрахан/, «Пусть будет Лиза» /Игорь Каграманов/, «Семь пар нечистых» /Кирилл Белевич/, «Сердце мира» /Наталия Мещанинова/, «Подбросы» /Иван И. Твердовский/, «Книга моря» /Алексей Вахрушев/.

Этника киновĕн конкурсне Хакас, Чечня, Бурят, Пушкăртстан, Тутарстан, Алтай, Саха-Якут, Кабардин-Балкар, Чăваш республикисенче тата Ямал автономи округĕнче ÿкернĕ 18 фильма тăратнă. Пирĕннисенчен «В красном море» /Андрей Митешин/, «Становление» /Андрей Малый/, «Наследие» /Юрий Сергеев/, «Подполковник Варламов слушает» /Юрий Спиридонов, Роман Смирнов/, «Запечатленные временем» /Алекс Плат/ ĕçсемпе паллашма май пулĕ.

Унсăр пуçне жюри членĕсен парнийĕсене те — вĕсен фильмĕсене, ретрокартинăсене, ача-пăча валли ятарласа ÿкернĕ ĕçсене — пурĕ 16 лапамра кăтартĕç.

Илемлĕ фильмăн çĕнтерÿçисене 6 номинаципе пахалĕç, чи лайăххи «Анне» гран-прие тивĕçĕ, этника конкурсĕнче ĕçсене 5 номинаципе хаклĕç.

Киноискусствăра гражданлăх тата патриотизм темисене çÿллĕ шайра çутатнă кинокартина Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă парнине тивĕçĕ.

www.hypar.ru

Сăн ÿкерчĕксем...

Надежда СМИРНОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем. 

Рубрика: 

Комментари хушас