Синоптиксем мĕншĕн йăнăшаççĕ?

19 Пуш, 2020

«Пуш уйăхĕн вĕçĕнче Хĕвел пăхрĕ ăшăтса. Силпи чăваш ялĕнче Юр ирĕлчĕ васкаса…» — çырнă паллă классик. Константин Иванов хальхи вăхăтра урăхларах çавăрттарса çырĕччĕ пуль. Хĕл варринчех çумăр лÿшкет, çерçисем лупашкаран шыв ĕçеççĕ. Çанталăка сăнакансем шикленеççĕ: кăçалхи çулла та сивĕ-ши? Чăваш Енри гидрометеоцентрта 1973 çултанпа синоптикра ĕçлекен Марина Андреева ыйтусене уçăмлатрĕ.

Телефон магнит уйне витĕм кÿрет

— Марина Аркадьевна, синоптикшăн япăх çанталăк пур-и?

— Çут çанталăкăн япăх çанталăк çук. Ир вăрансан чÿрече умне пыратăп та тÿпене сăнатăп. Пĕр евĕр тÿлек çанталăка мар, циклона кĕтетĕп. Лăпкă сменăра /синоптиксен вăл пĕр талăк/ кичем. Циклон килнĕ чухне кăсăклăрах. Сывлăш массин хăйне евĕрлĕхне тĕпчемелле, çил хăвăртлăхне пĕлмелле, циклон ăçталла çул тытнине палăртмалла.

Юлашки çулсенче çанталăк хăвăрт улшăннине сисетпĕр. Хĕлле те сывлăш температури кăшт чакать çеç — икĕ-виçĕ кунран ăшăтса ярать. Раштав уйăхĕ вĕçĕнчи çумăра пула çулсем пăрланчĕç, Çĕнĕ çул умĕн таврана юр хупларĕ.
— Çанталăк хăвăрт улшăннин тĕп сăлтавĕ — магнит уйĕ улшăнни. Пур çĕрте те карас çыхăнăвĕн вышкисене вырнаçтарчĕç. Халĕ кашнин кĕсьере телефон пур. Вĕсем те магнит уйне витĕм кÿреççĕ. Пирĕн çĕршыври пин-пин локатор циклона хăйĕн патне туртать. Ăшă хĕл пирки калас пулсан — планета çинчи пурнăç хăçан пуçланнă? Çанталăка вара XVI-XVII ĕмĕрсенчен пуçласа çеç сăнаççĕ. Ăшă хĕлсем ку таранччен пулнах.

Çут çанталăк тусĕсем кашни кун сывлăш температурине, çумăр е юр çунипе çуманнине палăртаççĕ. Вĕсен сăнавне ĕненес пулсан — кăçал çулла сивĕ те çумăрлă пулмалла. Каллех хĕвел питтинче пиçнĕ сĕтеклĕ çырла тутипе киленеймĕпĕр-и?
— Кăсăклă ыйту /кулать/. Тахçан ку меслет çанталăка пĕлме пулăшатчĕ. Климатологсем хĕл епле иртнине тĕпчесе çулла мĕн кĕтессе палăртатчĕç. «Стандартлă» çанталăк пулсан вĕсемпе килĕшĕттĕм. Халĕ вара официаллă çăл куçсем те пĕр шухăш патне çитеймеççĕ. Оптимистсем ăшă та хĕвеллĕ çуллана кĕтеççĕ. Эпĕ те çав йышрах.

— Синоптик — çанталăка сăнакан кăна мар, атмосфера сывлăшĕн тасалăхне пăхса тăракан, халăх сывлăхĕшĕн тăрăшакан та. Çакăн пирки чылайăшĕ пĕлмест.
— Çапла. Гидрометеорологи пулăмĕсем çĕршывăн экономикине те пысăк витĕм кÿме пултараççĕ. Сăмах май, 2018 çулта Чăваш Республикинче çил-тăвăллă çанталăк 27 хут пуласса систертĕмĕр, çанталăк улшăннине пула асăрханса çÿреме 125 хут ыйтрăмăр. Шар курнисем гидрометеоцентра справка илме килеççĕ. Атмосфера сывлăшĕн тасалăхне йĕрлемешкĕн Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта 5 пост вырнаçтарнă. Комплекслă лаборатори çулталăкра çеç 20 пин хими анализĕ тăвать. Чăваш Енри гидрометеоцентра çĕнĕ приборсемпе, хатĕрсемпе тивĕçтереççĕ. Гидрохими-пе гидрологи сăнавĕсене хăвăрт ирттермешкĕн пĕчĕк кимĕпе те тивĕçтерчĕç. Специалистсем спутник информацийĕпе, ятарлă программăсемпе усă кураççĕ. 2020 çулта çĕнĕ гидрологи комплексĕсем вырнаçтарма палăртнă. Çакă сăнавсене пурнăçлама пулăшĕ.

Çанталăка пĕлме тÿпене сăнамалла

— Хăшĕ-пĕри килтен тухас умĕн урамра миçе градус ăшă е сивĕ пулассипе кăсăкланать. Анчах синоптиксем те хăш чухне йăнăшаççĕ.
— Даннăйсене тĕрĕс мар пухнине пула йăнăшаççĕ. Çанталăка сăнакансем сывлăш температурине, нÿрĕклĕхе, атмосфера пусăмне, çил хăвăртлăхне виçеççĕ. Çак ĕçе тĕнчипех кашни виçĕ сехетре пурнăçлаççĕ. Çавăнпа ирхине, каçхине, канмалли кунра, уявра, çил-тăманра, çумăрта — постра пулмалла. Пирĕн республикăри метеолапамсен специалисчĕсем приборсене тĕрĕсленĕ х ы ç ç ă н д а н н ă й с е н е çырса илеççĕ, вĕсене республикăри гидрометеоцентра яраççĕ. Унтан даннăйсем Чулхулана, Мускава çитеççĕ. Çĕршывăн тĕп хулинче регионсенчен янă и н ф о р м а ц и е я т а р лă географи карттине кĕртеççĕ. Çакна шута илсе Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне мĕнле циклонсемпе антициклонсем килессине палăртатпăр.

— Çулталăк пуçламăшĕнче Австралире пушарсем алхасрĕç, вăрмансем пĕтрĕç, халĕ Египетри хуласене шыв илет. Синоптик пулнă май унти çанталăка пăхса тăратăр-и?
— Ç а м р ă к р а х чухне веçех пĕлес к и л е т ч ĕ . П и р ĕ н пĕчĕк республикăн кăнтăр районĕсен-че хĕвел ăшшине хĕрхенмесĕр сапаланă вăхăтра Шупашкарта ăмăр та çумăрлă çанталăкчĕ. Вăл хăçан чарăнасса, циклон ăçта çул тытасса пĕлесшĕн çунаттăм. Халĕ тĕнчери пулăмсене ятарласа сăнаман. Анчах синоптик карттисене пăхсан çур сехетренех ыран Египетра мĕнлерех çанталăк пулассине пĕлеетĕп.

Халăх сăнанине ĕненес пулсан, хĕвел аннă чухне хĕрелсен тепĕр кун çумăр çăвĕ. Синоптиксен те сăнавсем пур-и?
— Çапла, пур. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри нихăçан та улталамасть. Хĕвел аннă чухне пĕлĕт хыçне пытанни — тепĕр кун çумăр çăвасса. Каç кÿлĕм тÿпене сăнамалла. Ăна симĕс тĕс çапсан тепĕр кун шăнтĕ, сивĕ çил витĕр вĕрĕ. Тÿпери кăпăшка пĕлĕтсем 10-12 сехетрен çумăр илсе килеççĕ.

— Тус-тăван сире курсанах çанталăк пирки ыйтать пуль-ха.
— Манăн тус-тăван эпĕ ăçта ĕçленине манчĕ пуль /кулать/. Унччен пĕрмай ыйтатчĕç. Халĕ интернета кĕреççĕ те веçех пĕлеççĕ. Унта эрнелĕх, уйăхлăх çанталăк кăтартăвĕсене вырнаçтарнă. Синоптиксем вара 3 кунлăха çеç çанталăка тĕрĕс палăртма пултараççĕ. Атмосфера улшăннине кура тепĕр уйăхран ăшă е сивĕ пулассине калама çăмăл мар. Пирĕн республикăри гидрометеоцентрта, ытти регионти пекех, çанталăка 3 кунлăха палăртаççĕ. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Ольга КАЛИТОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.