Сколиоз – сыватайми чир мар

5 Раштав, 2017

Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрне Г.И.Турнер ячĕллĕ ача-пăча ортопедийĕн наукăпа тĕпчев институчĕн директорĕн заместителĕ, И.И.Мечников ячĕллĕ Санкт-Петербург патшалăх медицина университечĕн Ача-пăча травматологийĕн тата ортопедийĕн кафедрин профессорĕ, РАН академикĕ, Раççейри хирург-вертебрологсен ассоциацийĕн вице-президенчĕ, медицина наукисен докторĕ Сергей Виссарионов ĕçлĕ çÿревпе пулчĕ. Операци хыççăн çĕршыври ача-пăча травматологийĕн тата ортопедийĕн паллă специалисчĕпе калаçма май килчĕ. Халăхпа ĕçлемелли меслетсене лайăхлатмашкăн паянхи кун çĕнĕ информаци технологийĕсем пулăшаççĕ. Регион ертÿçи хушнипе Чăваш Енре отрасльсен тÿрĕ линийĕсене йĕркелеме тытăнаççĕ. Министерство-ведомство представителĕсем онлайн режимĕнче граждансен ыйтăвĕсене хуравлĕç. Кăмăл пуррисем экспертсене тÿрĕ трансляци вăхăтĕнче /8352/ 56-50-60 номерпе шăнкăравласа е маларахах электронлă почта урлă ыйту пама пултараççĕ.

Чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Енри Граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн /ГКЧС/ тÿрĕ линийĕ иртрĕ. Çынсен ыйтăвĕсене Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Юрий Антонов, Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров, республикăри шыравпа çăлав службин пуçлăхĕ Николай Глухов тата пушарпа кĕрешекен службăн пуçлăхĕ Валерий Игнатьев хуравларĕç. Тÿрĕ линие ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Юлия Стройкова ертсе пычĕ. Шăнкăравлакан сахал мар пулчĕ, çав шутрах — районсенче пурăнакансем те. Унсăр пуçне хăйсене мĕн пăшăрхантарни е кăсăклантарни пирки çынсем электрон почтăпа та çырса янă.

Тÿрĕ линие хутшăнакансем республикăра 112 тытăм мĕнле ĕçленине пĕлесшĕн пулчĕç, çак номерпе шăнкăравласа çитеймесен мĕн тумаллине ыйтрĕç. Сад юлташлăхĕсенче пушар хăрушсăрлăхне пăхăнассин темине çĕклерĕç. Çĕнĕ çул çывхарнă май унта та кунта пиротехника изделийĕсем сутма пуçланине пĕлтерчĕç, ку енĕпе сутуçăсен еплерех яваплăх пулмаллипе интересленчĕç. Пăр çийĕн каçнă чухне мĕн асра тытмаллипе кăсăкланчĕç. «Пирĕн ял тăрăхне хăçан пушар машини парĕç-ши?», «Ялти ирĕклĕ пушар командине пĕтересшĕн, мĕн тумалла-ши?» — электрон почтăпа килнĕ ыйтусем те тĕрлĕ енлĕ. Çакнашкал тÿрĕ линисене малашне те йĕркелĕç.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.