Спектакль курчĕç, тĕрлĕ тренинга хутшăнчĕç

27 Çĕртме, 2014

Хăйне евĕр куракан валли пуçарнă тĕнче шайĕнчи «Пĕрешкел пулма кирлех мар» фестиваль çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш патшалăх пукане театрĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Унта Республикăри хĕрарăмсен канашĕн ырă кăмăллăх фончĕн председателĕ Лариса Игнатьева, ЧР сывлăх сыхлав министрĕ Алла Самойлова, ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, ЧР ачасен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Вячеслав Рафинов хутшăнчĕç.

Фестивалĕн иккĕмĕш кунĕнче тĕрлĕ театр режиссерĕсем, драматургсемпе ÿнерçĕсем Чăваш патшалăх пукане театрĕн хăйне евĕр кураканпа ирттерекен кулленхи мероприятийĕсемпе паллашрĕç. Вĕсем тĕрлĕ çĕрте иртрĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.