Тăлăхăн ШУРĂ ПӲРЧĔ тавра

23 Чÿк, 2013

Тăлăха çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕлĕшпе патшалăх укçа чылай уйăрать. Кăçал республикăри 262 çамрăк валли хваттер, уйрăм çурт çĕклеме шантарнă. Анчах палăртнине вăхăтра пурнăçа кĕртеймен тĕслĕх хушăран тĕл пулать. «ЧХ» 20-мĕш номерĕнче /утă уйăхĕн 29-мĕшĕ/ Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашри Оксана Спиридоновăн правине пăсни пирки çырса кăтартнăччĕ. Хĕр 2012 çулхи пуш уйăхĕнче черете тăнă пулин те халĕ те хваттер уççине алла илеймен-ха. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виталий Петров пĕлтернĕ тăрăх - çурта туса пĕтернĕпе пĕрех, халĕ ăшă кĕртесси юлнă. Çĕнĕ çула хуçисем çĕнĕ пӳртре кĕтсе илессе шантарчĕ вăл.

Республикăри хăш-пĕр районта тăлăхсем валли çаплах санитари тата техника нормисене тивĕçтермен çурт-йĕр уйăраççĕ-ха.

Пепкине хĕненĕшĕн амăшне тĕрмене хупнă

Алевтина Плеханова Вăрнар районĕнчи Хурăнсор Çармăс ялĕнче йышлă çемьере ӳснĕ. Анчах унăн асĕнче ачалăхри телейлĕ самантсем юлманпа пĕрех. Хĕр ача 13-ре чухне ашшĕ пурнăçран уйрăлнă. «Симĕс çĕлен» тыткăнне лекнĕ амăшĕ тĕпренчĕкĕсене вĕçĕмех хĕненĕ. Пĕррехинче ывăлĕ чăтайман, амăшне суда панă. Хĕрарăма икĕ çуллăх условлă майпа ирĕкрен тата амăш правинчен хăтарнă. Анчах тӳрĕ çул çине тăрса ачисене тĕрĕс-тĕкел ӳстересси пирки шухăшламан та хĕрарăм, суд çирĕплетнĕ йĕркерен пăрăннă. Çавăнпах ăна кирпĕч шутлама ăсатнă. Тĕрме алăкĕ уншăн уçăлнă ĕнтĕ. Анчах ăçта-ши вăл халĕ? Ачисем пĕлмеççĕ.

«Аннене курманни - вунă çула яхăн. Вăл ирĕке тухнă хыççăн пĕр вăхăт тайлăк-тайлăк хамăр çуртра пурăннă. Эпир, пилĕк пĕр тăван, тĕрлĕ çĕрте вырнаçнăччĕ: йăмăксене опекăна илчĕç, шăллăмсем интернатра çитĕнчĕç. Эпĕ асанне патне яла кайсан аннене аякран курнăччĕ, анчах ун патне пырса калаçма шиклентĕм...» - пĕлтерчĕ 23-ри Алевтина. Нурăсри ача-пăча çуртĕнчен тухнă хыççăн вăл Вăрнарти професси пĕлĕвĕ паракан 29-мĕш училищĕре пахчаçăна вĕреннĕ, унтах ăна общежитипе тивĕçтернĕ. Алла диплом илнĕ хĕре асламăшĕ хăйĕн хӳттине илнĕ. Кĕçех Алевтина кăмăллă йĕкĕтпе паллашса пĕрле пурăнма тытăннă. Халĕ вĕсен хĕр пĕрчи ӳсет, унăн ашшĕпе хут уйăрттармасăр пурăнать çамрăк хĕрарăм. Çемье ăшши, харпăр хăй кĕтесĕ пирки ĕмĕтленни те пурнăçланнăччĕ ĕнтĕ: тăлăха çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программăпа килĕшӳллĕн кăçал çуркунне Алевтина Плеханова та социаллă найм мелĕпе пӳрт уççине алла илнĕ. Анчах унта пурăнма май çук иккен. Сăлтавĕсене çамрăк хĕрарăм республикăри ачасен правине хӳтĕлекен уполномоченнăя Вячеслав Рафинова çырса пĕлтернĕ, пулăшу ыйтнă. Ятарлă комисси кĕçех Вăрнара çула тухрĕ. Вĕсемпе пĕрле - «ЧХ» корреспонденчĕ те.

Шăнкăрч вĕлли

Халĕ ялсенче керменсем çĕкленеççĕ, вĕсемпе танлаштарсан тăлăхăн 33 тăваткал метрлă пӳрчĕ шăнкăрч вĕлли евĕрех туйăнать. М.Горький урамĕнчи 7-мĕш çурт тĕлĕнче чарăнтăмăр. Йĕри-тавралла тимĕр листаран карта тытса çавăрнă, хуçалăхра ытти хуралтă хăпартман-ха. Йĕри-тавра тирпейсĕр, стройка тин кăна вĕçленнĕ тейĕн: кирпĕч ванчăкĕсем йăваланаççĕ. Пӳрте кĕриччен алăк умĕ е веранда çукки те тĕлĕнтерчĕ: кил картишĕнчен тӳрех пĕчĕк коридора кĕрсе тăтăмăр. Юрать-ха, хăть вăл пур. Нумаях пулмасть Амур облаçĕнчи лару-тăрупа паллашнăччĕ: хăш-пĕр çурта ытла та тĕлĕнмелле хăпартнă иккен: урамран тӳрех залти диван çине пырса лекетĕн. Альăн пӳртĕнче шăршă тăрать. «Чӳрече кунĕпе уçă тăрсан та сирĕлсе пĕтмест вăл. Линолеума хăпăтса пăхрăмăр та - урай хăми йăлтах кăвакарнă. Çавăнпа халĕ те тара илнĕ пӳлĕмре пурăнатпăр», - пĕлтерчĕ Алевтина Плеханова.

Строительсем тĕпел урайне çĕр çумĕнчен кирлĕ чухлĕ хăпартман. Çавна пула нӳрĕк тытăнса тăрать. Ку çитменлĕхе хуçисем хăй тĕллĕн тӳрлетме шухăшланă-ха, анчах газ хуçалăхĕнче тăрăшакансем штрафлассипе хăратнă: пӳлĕм çӳллĕшĕ стандарт виçинчен пĕчĕкленет-çке. Кунсăр пуçне вентиляци шăтăкĕ те хăйĕн тивĕçне пурнăçламасть. «Эпĕ строитель пек мар, ялта ӳснĕ çын хуçĕпе хаклатăп - çурта айлăмрах çĕрте çĕкленĕ. Капла çуркунне шыв пӳртех кĕрĕ», - палăртрĕ Вячеслав Рафинов.

Вентиляци ваннăйра пачах çук. Залри стена çӳллĕшĕ те проектпа килĕшсе тăмасть. Урамран кĕмелли алăка вара киввине лартса панă. Вăл çăтă хупăнмасть, хушăкран... пĕлĕт курăнать. «Çăри çукчĕ, хамăр туянса лартрăмăр», - ăнлантарать кил хуçи. Тĕлĕнтермĕшсем кунпа кăна вĕçленмеççĕ-ха. Мачча çине епле хăпармалла? Тĕп сакайне тата ăçтан анмалла? Ним те палăртман. «Хуçисен ирĕкĕ», - текелесе çырлахма пулĕ тен? Анчах картишĕнчи çăлра кушак вилли тупнă хыççăн çавăнти шыва ĕçейĕн-и? Витмен шăтăка такам та кĕрсе ӳкĕ. Çамрăк мăшăрăн çавăнпа çĕннине чавма тивнĕ. Канализаци çăлне те нормăна пăхăнса хута яман, урамри тăмпа тăпра пăрăха ним мар хупласа хурĕç.

«Капиталлă строительство объектне йышăнни пирки акт çырнă пулин те унта пурăнма май çук», - пĕтĕмлетрĕ Республикăри пурăнмалли çурт-йĕр патшалăх инспекцийĕн аслă инспекторĕ Александр Катькин асăннă çитменлĕхсене палăртса.

- Çав хута алă пусса çирĕплетекенсем патне кайса курас килет: вĕсен килĕнче те çаплах-ши? - ачасен правине хӳтĕлекен уполномоченнăй ыйтăвĕ риторика шайĕнче çеç тăрса юлчĕ.

Шыраса тупаймаççĕ

Палăртмалла, тăлăхсене çурт-йĕрпе тивĕçтерес енĕпе Вăрнар районĕ республикăра малтисен йышĕнче. Сăмахран, пĕлтĕр 16 тăлăха хваттер уççи панă. Алевтина Плеханова çурла уйăхĕнче кăна черете тăнине пула çав йыша лекеймен, унăн шăллĕ Николай вара телейлисен ретне кĕнех. Аукцион выляса илнĕ подрядчик кĕçех ĕçе тытăннă. Çурта çĕнĕ çул тĕлне хута яма палăртнă, анчах кĕтнĕ самант пуш уйăхĕччен тăсăлнă.

Вăрнар хула администраци тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Старовойт пĕлтернĕ тăрăх - подрядчике суйлас конкурс электрон мелĕпе иртнĕ пирки Вăрнарсем халĕччен пĕлмен организаципе çыхланнă. Çурта хута ямашкăн 841 пин уйăрнă пулсан Çĕнĕ Шупашкарти «Кровля» хупă общество çав хака 100 пине яхăн чакарса ĕçе вĕçлеме шантарнă. «Çакăн патне килсе тухасса чун сисрĕ çав... Çурт аяккине те хамăр вăйпа хытартăмăр. Халĕ эпир организаци пуçлăхне шыраса та тупаймастпăр. Вăрнарта вĕсем тепĕр объектра тăрăшатчĕç. Çурт кăшкарне хăпартрĕç те çухалчĕç», - уçăмлатать Анатолий Васильевич.

«Полици, прокуратура ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтма тиветех. Плехановăн пӳртне пурăнма юрăхлă туса çитермеллех. Çурта эсир йышăннă пулсан сирĕнех явап тытма тивĕ», - терĕ Вячеслав Рафинов.

Айăплисене шыранă вăхăтра çамрăк çемье çын патĕнче укçа тӳлесе пурăнать. Хăçанччен? Хуравне никам та татăклăн калаймĕ. Паллă ĕнтĕ, суд ĕç-пуçĕ вăраха тăсăлма пултарĕ. «Пуринпе те çырлахăттăм. Нӳрĕк шăршине чăтма йывăрри кăна куçса килме чăрмантарать. Ача сывлăхне начар витĕм кӳрес килмест. Майĕпен мунча, гараж çĕклĕпĕр, пахча çимĕç лартса ӳстерĕпĕр», - шанăçа çухатмасть Алевтина. Унăн ыйтăвне республикăри ачасен правине хӳтĕлекен уполномоченнăй куçран вĕçертмессе шантарать.

Алина ИЗМАН.

Автор сăн ӳкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.