Ташă каçне - конькипе

14 Нарăс, 2015

Ĕнер çеç пулса иртнĕ пекчĕ, анчах та Хĕллехи Олимпиада уçăлнăранпа çулталăк иртрĕ. Çавăнтанпах Сочи пирĕн çĕршывшăн уйрăммăн палăрса юлать, чĕресенче ĕмĕрлĕх çырăнать. Раççей чи вăйлă çĕршыв иккенне тепĕр хут çирĕплетрĕ спорт уявĕ. Пирĕн Олимп чемпионĕсем 33 медаль çĕнсе илсе пĕтĕмĕшле рейтингра чи маттуррисем пулчĕç. Паралимпиадăна хутшăнакансем те вĕсенчен юлмарĕç.

Сочире иртнĕ XXII Олимпиадăна халалласа канмалли кунсенче çĕршывĕпех Хĕллехи спортăн уявне ирттерчĕç. Малашне ăна çулсеренех паллă тăвăпăр. Вăл çамрăксене спортпа туслашма хавхалантарасса, кашнинех йĕлтĕр çине тăма, коньки сырма хăпартлантарасса шанаççĕ пуçаруçăсем. Уяв Чăваш Енре те сумлăн иртрĕ.

Шăматкун тĕп хулари «Олимпийский» стадион уявăн тĕп центрĕ пулса тăчĕ темелле. Олимпиадăна хăйсен куçĕпе курнисене, унăн историйĕнче çырăнса юлакансене пуçтарчĕ вăл. Вĕсен йышĕнче спорт судьисем, волонтерсем, факел йăтакансем, фанатсем... Чăваш Ен представителĕсем ку таранччен нихăш Олимпиадăна та кун пек пысăк йышпа хутшăнманнине те палăртмалла. Республика чысне ку шайра хÿтĕлекенсем чылай çул пулман, пĕлтĕр вара старта Елена Муратова могулистка тухрĕ. Биатлон трассине ыттисемпе пĕрле спортăн тĕнче класлă мастерĕ, республикăри хĕллехи спорт тĕсĕсен центрĕн тренерĕ Денис Салдимиров та тĕрĕслесе тăчĕ. Паралимп йĕлтĕрçисен судьисен йышĕнчен 10-шĕ - Чăваш Ен представителĕсем. Сочие республикăран волонтерсен, поварсен, официантсен тата ытти специалистсен пысăк йышĕ кайрĕ.

Олимпиада историйĕнче çырăнса юлнисен йышĕнче - талисмансенчен пĕрин, Мулкачăн, авторĕ Тăвай хĕрĕ Сильвия Петрова та пур. Вăйăсем пуçланиччен Олимп çулăмĕ çĕршывĕпех çаврăннине те аса илмелле. Шупашкарта та ăна чыслăн кĕтсе илчĕç. Ăна йăтса чупма 163 çын тивĕçрĕ. Шăматкун стадиона пухăннисен йышĕнче çак эстафетăна хутшăннă çăлтăрсем те пулчĕç. Паян тесен паян алла факел тытса пĕлекен маршрутпа тепĕр хутчен чупса тухма хатĕррине пĕлтерчĕç вĕсем.

Хĕллехи спорт тĕсĕсен уявне ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников, Чăваш Енри Олимп канашĕн ертÿçи Анатолий Николаев, Олимп чемпионки Елена Николаева хутшăнчĕç.

Малтанах çамрăк спортсменсем куракансене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç: пăр çинче эрешлесе ярăнчĕç, кăçал кăна уçăлнă шорт-трек секцийĕн хастарĕсем те тухрĕç пăр çине, хоккейçăсем шайба хăваларĕç. Уявăн иккĕмĕш пайĕнче пурте коньки сырса стадион тавра ярăнчĕç. Тĕп хуламăрти мĕнпур халăха диджей пăр çинчи дискотекăна йыхравларĕ. Ара, мероприятие те малтанах çакăн пек ятпа палăртнăччĕ. Фейерверк та çынсен кăмăлне уçрĕ, чуна чăннипех те уяв кăмăлĕ кÿчĕ, коньки сырса ташă каçне тухнисен туйăмне пушшех хăпартлантарчĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.