Ташă спорчĕпе Раççей чемпионатне хутшăнĕç

8 Нарăс, 2019

Нарăс уйăхĕн 9-10-мĕшĕсенче Красногорск хулинче Раççей ташă спорчĕн чемпионачĕ иртет. Вăл 2019 çулхи спорт сезонне уçĕ.

Унта çĕршывра чи вăйлă ташă мăшăрĕсем хутшăнĕç, Латинла Америка тата Европа программисемпе тупăшĕç. Хутшăнакансем 12-15 çулсенчи хĕрсемпе каччăсем, 16-18-сенчи юниорсемпе юниоркăсем тата арçынсемпе хĕрарăмсем. Çак ăмăрту кăçал тĕнче тата Европа чемпионатĕнче пирĕн çĕршыв чысне кам хӳтĕлессине кăтартса парĕ.

Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командинче регионти Ташă спорчĕн федерацийĕн вĕренекенĕсем — Михаил Николаев, Полина Норкина, Константин Сидоров, Арина Новгородова, Дмитрий Власов, Татьяна Иванова, Станислав Мясников тата Гузелия Калакова.
 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас