Тăван кил ăшшин управçи

20 Çĕртме, 2018

Людмила Филиппова Вăрнар районĕнчи Туçи Çармăсра йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищине вĕренме кĕнĕ. Библиотекарь специальноçне ил­сен Канаш районĕнчи Шуркасси салинчи вулавăшра ĕçлеме пуçланă.

Вăл пирĕн тăрăхра тымар янăранпа 23 çул иртрĕ ĕнтĕ. Çак тапхăрта ял-йыш хисепне тивĕçрĕ, ятлă-сумлă çын пулса тăчĕ. Кĕнеке, пичет кăларăмĕсене вулама юратакансене яланах тараватлăн кĕтсе илет. Шкул ачисемпе тачă çыхăну тытать, вĕсене кирлĕ вăл е ку пособие тупса памашкăн тăрăшать. Паллă çыравçăсемпе тĕлпулу ирттересси те йăлана кĕнĕ. Унсăр пуçне Людмила Васильевна ертсе пынипе ачасем ал ĕçне хăнăхаççĕ, юмахри сăнарсене тĕпе хурса теттесем ăсталаççĕ, кантăк çинче сăрăсемпе тĕрлĕ ÿкерчĕк эрешлеççĕ.

Ял çыннисем парнеленĕ пуканесем валли вулавăшра йĕркеленĕ кĕтесе пĕчĕккисем уйрăмах кăмăллаççĕ. Тĕрĕссипе, пĕрлехи вăйпа вĕсене иккĕмĕш пурнăç парнелеççĕ тесен те йăнăш мар: юсаççĕ, çĕнетеççĕ, капăр тум çĕлесе тăхăнтартаççĕ.

Вулавăшра чăваш çырав­çисемпе паллă çынсене халалланă стенд та сахал мар, ял историйĕн тата тавра пĕлĕвĕн музейне уçнă.

Хастар та маттур хĕрарăм Кăшнаруй ял тăрăхĕнчи «Хĕлхем» пултарулăх ушкăнне юрлама çÿремешкĕн те вăхăт тупать. Сăмах май, икĕ çул каялла вăл Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнчен куçăнсăр майпа вĕренсе тухнă.

Шуркасси, Ешкилт, Пушарпуç тăрăхĕнче Людмила Филипповăсăр пĕр мероприяти те пухăнмасть. Иртнĕ çу кунĕсенче Шуркассинче йĕркеленĕ ял уявне халăх паян кун та ырăпа аса илет. Савăнăçлă мероприяти сценарине вăл хатĕрленĕ, хăех ертсе пычĕ. Ентешĕсемпе хăнасене тĕрлĕ вăййа йыхравларĕ: ташлаттарчĕ, юрлаттарчĕ. Концерта Шупашкартан килнĕ юрăçсем те хутшăнчĕç. Уяв сĕтелĕ те тулăх пулчĕ: пухăннисене пулă тата какай шÿрписемпе хăналарĕç.

Çемйи те кăтартуллă вĕ­сен. Сергей Валентиновичпа иккĕшĕ ывăлпа хĕре кун çути парнеленĕ: Валерий Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче юлашки курсра вĕренет,Татьяна тăххăрмĕш класа çÿрет. Хунямăшĕпе килĕштерсе пурăнаççĕ, килĕнче хăтлă та тирпейлĕ, ăшă та илемлĕ.

Хуçалăхĕ çирĕп, тĕреклĕ, картиш тулли — выльăх-чĕрлĕх, садĕнче — вун-вун тĕрлĕ йывăç-тĕм. Людмила Васильевна мопедпа та, çăмăл машинăпа та çÿрет, уйри лаптăкра çитĕнтернĕ утă-улăма мотоблокпа турттарать. Çав вăхăтрах кăмака умне тăрса тутлă апат-çимĕç янтăлама та ăста вăл.

Малашлăха ĕненсе çутă ĕмĕтпе пурăнать хĕрарăм: ачисене халăха юрăхлă çитĕнтересси çинчен шухăшлать тата Шуркассинче вулавăшăн çĕнĕ çурчĕ çĕкленессе кĕтет...

Николай АГАКОВ.

 

Канаш районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.