Аслă çĕнтерÿ: 69 çул

15 Утă, 2014

Салтак тивĕçĕ çăмăл мар

Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче пурăнакан М.Прокопьев 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Михаил Прокопьевич – вăрçă тата педагогика ветеранĕ. Вăл Ленинграда хÿтĕленĕ, Çĕнтерÿ çулĕ унăн Балти тăрăхĕнчи çĕр-шывсем, Польша витĕр Берлина выртнă. Вăрçăн хаяр та асаплă кунĕсем сывлăхне самаях хавшатнă. Чăтăмлăх, ĕненÿлĕх чунне çирĕплетнĕ, пурăнас туйăма вăйлатнă.

30 Ака, 2014

“Ыттисене Герой ятне мĕншĕн паман?”

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи кĕрлеме чарăннăранпа кĕçех 69 çул çитет. Питĕ шел, хăрушăран та хăрушă çав вăхăта чăтса ирттернисен, мĕн тÿснине-курнине чĕррĕн каласа паракансен йышĕ çулран-çул сахалланать.