Çăмăллăх

28 Ака, 2017

Ветерансем телеграмма яраççĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çынсемпе инваличĕсем çу уйăхĕн 10-мĕшĕччен Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне тата чикĕ леш енчи çывăхри çĕршывсене почта урлă тÿлевсĕрех телеграмма яма пултараççĕ.

Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнисемпе инваличĕсем çаптарма пултаракан телеграммăсен хисепне чикĕлемен. Çăмăллăха тивĕçмешкĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ е инваличĕ пулнине çирĕплетекен документа кăтартмалла. Малалла вулас...

29 Утă, 2016

Саплаштару укçи - чăн тăкаксене кура

Федераци çăмăллăхçисене — вăрçă ветеранĕсене, инвалидсене, радиаци катастрофисене пула нуша курнă çынсене тата граждансен ытти категорине — çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшупа усă курнăшăн паракан социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтермелли йĕркене 2016 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен улăштарнă. Çакăн пирки паянхи кăларăмра ЧР Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министерствин социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен центрĕн ертÿçи Ирина ДРОЗДОВА ăнлантарса парать.