Чун ăшши пурин валли те çитет
Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекре пурăнакан Каролина Уткина йышлă çемьере çуралса ÿснĕ май кил-çурт ача-пăчапа кăна илемлĕ те пуян, тулли пулнине лайăх ăнланать. Шкулта вĕрентекенре ĕçленĕ май ир тухса кайса каç енне çеç киле çитекенĕн, тĕрĕссипе, пачах та кичемленсе ларма вăхăчĕ çук. Çапах та икĕ хĕрĕпе пĕр ывăлĕ çитĕнсе килтен тухса кайнине кура мăшăрĕпе иккĕшĕ хăйсен хÿттине ачасем илме тĕв тытнă.





Çемьере кĕтнĕ ача çурални яланах савăнăç кÿрет, ашшĕ-амăшне телей парнелет. Куç хупман каç тăтăшах пулсан та пепке йăл кулма тытăнни, шăлĕ тухни, вăл утма-калаçма хăнăхни кăмăла çĕклеççĕ - ача ÿсет-çке, мăн çын пулать. Мăшăр пĕр харăсах икĕ ачана алла тытни тăтăшах тĕл пулать, анчах хĕрарăм кăкăр айĕнче виçĕреш йăтса çÿрени - тахçан пĕрре çеç.





