Çĕнĕ кĕнеке

17 Нарăс, 2015

Музыка ăстисем çинчен пĕлес килет-и?

Чăваш кĕнеке издательствинче çĕнĕ кăларăм - Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ хатĕрленĕ «Композиторы Чувашии» кĕнеке - кун çути курчĕ. Унăн авторĕсем - Л.И.Бушуева, Ю.А.Илюхин. Умсăмахне искусствоведени докторĕ М.Г.Кондратьев çырнă.

Кĕнеке икĕ пайран - «Композиторы Советской Чувашии» тата «Композиторы Чувашии конца ХХ- начала ХХI века» - тăрать. Кашни очеркра вăл е ку композиторăн пултарулăхĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă, паллă произведенийĕсемпе паллаштарнă, пичетленнĕ сочиненийĕсен списокне илсе панă.

17 Нарăс, 2015

Василий Теркин чăвашла калаçать

Чăваш кĕнеке издательстви Александр Твардовскин халăхра анлă сарăлнă «Василий Теркин» поэмине чăвашла пичетлесе кăларчĕ. Чаплă произведение Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă.

17 Нарăс, 2015

Ăсчахăн сулмаклă тепĕр утăмĕ

Чăваш кĕнеке издательствинче Юрий Артемьев критикĕн статйисен пуххи - «Шăпа карчĕсем» - кун çути курнă. Унта ăсчах юлашки çулсенче çырнă литературăпа критика статйисем, публицистика эссисем, рецензисем кĕнĕ.

13 Нарăс, 2015

Кăшкăрас килчĕ - сас тухмарĕ...

Çав кунсенче, çав асап хыççăн, хĕвел тĕттĕмленĕ,
уйăх та хăй çутине кăтартмĕ, тÿперен çăлтăрсем тăкăнĕç,
çÿлти вăй-хăватсем хускалĕç.
Марк çырнă таса Евангели, XIII, 24.
12 Нарăс, 2015

Ĕмĕтлĕ тилĕ «çунатлă»

«Ĕмĕтлĕ çын çунатлă», - тенĕ ваттисем. Ахăртнех, чăваш халăх юмахĕнче малкай пĕр тилĕ те илтнĕ-тĕр çак каларăша. Ĕмĕчĕ, чăнах та, пулнă хайхискерĕн: питĕ вĕçме вĕренес килнĕ унăн. Çав ĕмĕтех çунатлантарнă та ăна. Тилĕсем вĕçме çуралманнине чухламан-çке-ха апăрша. Вĕçев урокĕ илме тăрна патне васканă.

Pages