Çĕнĕ кĕнеке

14 Çурла, 2014

"Каганлăх тĕпренчĕкĕ"

Чăваш кĕнеке издательствинче Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ преми лауреачĕн Евгений Турхан журналистăн, писателĕн "Каганлăх тĕпренчĕкĕ" истори-приключени романĕ пичетленсе тухрĕ.

7 Çурла, 2014

Хаклă парне

Вĕренÿ çулĕ умĕн кашни шкул ачи хăйĕн портфельне çĕнĕ кĕнеке-тетрадьпе пуянлатать. Вулавăшсене тĕрлĕ энциклопедипе словарь çитме ĕлкĕрчĕ те ĕнтĕ. Çак кунсенче вара пĕрремĕш-тăваттăмĕш классен вĕренекенĕсем валли тепĕр хаклă парне пулчĕ те.

7 Çурла, 2014

Харис çĕкленĕ хăтлă çурт

1990 çулсен варринче тутар сăвăçи Ренат Харис Шупашкарта хăйĕн пултарулăх каçне ирттернĕччĕ. Çавăн чухне поэзи хăвачĕ пуçа кайнăччĕ пулас, туслăх уявĕ çинчен çырнă репортажра ман айăппа пысăк йăнăш тухса кайрĕ: эпĕ Ренат Магсумовича тутар халăх поэчĕ тесе палăртсах каларăм. Анчах çак тимсĕрлĕхшĕн мана никам та ятламарĕ.

22 Утă, 2014

Якутсем сас пачĕç

Якут халăх сăвăçи Семен Руфов 85 çул урлă каçнă пулин те вулакансене çулсерен хăйĕн çĕнĕ кĕнекисемпе паллаштарсах тăрать. Темиçе çул каялла вăл куçарнă сăвăсен антологийĕ «Çăлтăрлă тÿпе» ятпа пичетленсе тухнă. Унта тĕнчери 27 чĕлхепе çырнă 92 авторăн сăвви-поэми кĕнĕ.

Pages