çĕнĕлĕх

28 Утă, 2016

Уй куçлă…

Уй-хирте пуç çийĕн кĕрлесе вĕçекен пысăк мар хатĕре çынсем тĕлĕнсе сăнарĕç. Вăл вара тÿпенелле вĕçсе хăпарса куçран çухалчĕ те унтан çунаттине хуçнă кайăк пек çĕрелле ыткăнчĕ. Çук, ÿкмерĕ, çĕре перĕнесси темиçе метр юлсан вăй-хăват хушнăн тÿрленчĕ. Аллинче пультпа планшетлă компьютер тытса тăракан çамрăк енне васкамасăр çул тытрĕ.

Çак тĕлĕнтермĕшпе кăçал республикăри Уй кунĕнче паллашма тÿр килчĕ. Квадрокоптер /вĕçекен аппарата çапла калаççĕ\ хальлĕхе Вăрнар район уй-хирĕнче кăна хуçаланать-ха.

25 Пуш, 2016

Çитĕнÿшĕн - укçан хавхалантару

Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ЧР Президенчĕн 2005 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче тухнă 101-мĕш Указне улшăнусем кĕртесси çинчен» Указ алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн шкул ачисен пĕтĕм Раççейри олимпиадисен, пĕтĕмĕшле пĕлÿ предмечĕсемпе иртекен пĕтĕм тĕнчери олимпиадăсен, професси вăтам вĕрентĕвĕн специальноçĕсемпе пĕлÿ илекенсен хушшинче йĕркелекен Професси ăсталăхĕн пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисене хатĕрленĕ педагогсене кашнине — 250 пин тенкĕ, призерсен вĕрентекенĕсене 150 пин тенкĕ парса хавхалантарма йышăннă.

14 Кăрлач, 2016

Чăваш халăх историне шкулта вĕрентĕç-и?

«Хăйĕн историне пĕлмен халăхăн пуласлăхĕ çук», - теççĕ. Эпир, чăвашсем, хамăр историе пĕлетпĕр-и? Ачасем кăна мар, аслисенчен чылайăшĕ тĕшмĕртмест çакна ахăртнех. Шкулта ăна вĕрентмеççĕ, хăв тĕллĕн литература шĕкĕлчесен кăна ăс пухайăн ку енĕпе. Манăн шухăшпа, чăвашла калаçма именни, наци йăли-йĕркине манăçа кăларни те хамăр халăх историне пĕлменнипе çыхăннă.

2 Утă, 2015

“Чалт кăна” телекăларăмăн малашлăхĕ пур

Юлашки вăхăтра ЮТВ телеканал Шупашкарта пурăнакансемшĕн чи юратнисенчен пĕри пулса тăчĕ. Сăлтавĕ те çук мар. Юрий Гурьянов ертсе пыракан каналта çĕнĕрен те çĕнĕ кăларăмсем эфира тухаççĕ. Унсăр пуçне ялан тенĕ пек пурте пĕлекен çынсене - артистсене, эстрада юрăçисене... - кăтартаççĕ.

Pages