çĕнĕлĕх

14 Нарăс, 2015

Тăкак виçине пĕлес килет-и?

Çак йĕркене пурнăçа кĕртесси çинчен Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2014 çулти июлĕн 25-мĕшĕнчех хушу кăларнă. Пирĕн республикăра медицина пулăшăвĕн хакне пĕлтĕрхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчен çырса палăртма пуçланă. Çулталăк вĕçлениччен 238 пин справка панă. Сывлăх сыхлавĕнчи çĕнĕлĕх çинчен халăха массăллă информаци хатĕрĕсем урлă пĕлтернĕ.

14 Нарăс, 2015

Ташă каçне - конькипе

Ĕнер çеç пулса иртнĕ пекчĕ, анчах та Хĕллехи Олимпиада уçăлнăранпа çулталăк иртрĕ. Çавăнтанпах Сочи пирĕн çĕршывшăн уйрăммăн палăрса юлать, чĕресенче ĕмĕрлĕх çырăнать. Раççей чи вăйлă çĕршыв иккенне тепĕр хут çирĕплетрĕ спорт уявĕ. Пирĕн Олимп чемпионĕсем 33 медаль çĕнсе илсе пĕтĕмĕшле рейтингра чи маттуррисем пулчĕç. Паралимпиадăна хутшăнакансем те вĕсенчен юлмарĕç.

28 Чÿк, 2014

Воспитательсен шанчăклă аллинче çеç мар...

Хальхи вăхăтра чылай ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене тĕрĕс воспитани пама, вĕсемпе хутшăнма çăмăл пулманнине туять. Сăлтавĕ вара вăхăт çителĕксĕррипе çыхăннă. Паллах, кунашкал йывăрлăхран тухма пулатех. Тĕпренчĕксем ача садне çÿреме пуçлаççĕ.

Pages