Çĕнтерÿ парадĕнче

24 Çĕртме, 2014

Рейхстаг тăрринчи Çĕнтерÿ Ялавĕ

1945 çулта Мускавра Çĕнтерÿ парадĕнче Çĕнтерÿ Ялавне рейхстага штурмланă çĕре хутшăннă виçĕ çын йăтса утнă. Паллах, çĕнтерÿçĕ паттăрсем татах пулнă, анчах виççĕшне тĕнче ас туса юлнă, мĕншĕн тесен вĕсене Çĕнтерÿ Ялавне рейхстаг тăррине вырнаçтарса лартмашкăн шаннă.