Чăваш театрĕ: 100 çул

3 Чÿк, 2017

«Çав тертсĕр пурăнма та май çук…»

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ хăйĕн кун-çулĕнчи 100-мĕш сезонне уçрĕ. Сиссе те юлаймăпăр, вышкайсăр сумлă юбилей тĕлне çитсе те тăрăпăр. Чăваш театрĕн историйĕ пур енĕпе те пуян: репертуарĕпе, артистсен пултарулăхĕпе... Коллективра СССР халăх артисчĕн ятне тивĕçнĕ тăватă çын пулнă, пур, малашне те пулĕç. Вĕсем: Алексей Ургалкин, Борис Алексеев, Вера Кузьмина тата Валерий Яковлев.