Чун ыйтни

23 Юпа, 2014

Чунлăх, ырăлăх - малти вырăнта

Литература тесен мĕн аса килет-ха? Ыйхăпа кĕрешсе çĕрĕ-çĕрĕпе сăвă вĕренсе ларни-и? Асаплана-асап-лана пысăк повесть вулама тытăнни, кайран вĕçне çитеймесĕр те унран ниепле хăпайманни-и? Пĕр-пĕр çыравçа ас туса юлма тăрăшни-и? Тĕрĕс, литература предмечĕ çакă ĕнтĕ. Анчах ку çеç мар.