ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура хирсенчи ял хуçалăх ĕçĕсем мĕнле пыни пирки вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов каласа кăтартрĕ.
Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсемпе, паянхи кун тĕлне 61 пин гектар çинче 159,1 пин тонна тырă тата пăрçа йышши культурăсене çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç — 26,1 центнер. Республикăри хуçалăхсем пĕр кунта вăтамран 8479 гектар тырă выраççĕ. Паянхи кун уй-хирте 475 комбайн ĕçлет. Вăтамран пĕр уй-хир карапне 17,8 гектар лаптăк тивет. Çакна палăртмалла: республикăри 162 хуçалăх кĕрхи культурăсене вырса пĕтернĕ.
Республикăра кĕрхи уй-хĕр ĕçĕсем хĕрсе пыраççĕ. Пур муниципалитет та, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра тыр-пул пухса кĕртес ĕçе кÿлĕннĕ. Кăçал 282,2 пин гектар çинчен тĕш-тырă тата пăрçа йышшисене пухса кĕртмелле, 8 пин гектар çĕр улми кăлармалла, 1,5 пин гектар çинчен пахча-çимĕç пуçтармалла.