Хаçат историйĕнчен

30 Утă, 2015

«Çăмăллăх ан ыйт»

Ăна эпĕ 1970 çултанпа пĕлнĕ пулин те, унăн пурнăçĕпе пултарулăхĕнчи савăнăçлă, çавăнпа пĕрлех ăнман саманчĕсене ăнлантарса пама пултараймастăп. Петр Николаевич Кузьмин-Петĕр Çăлкуç мана яланах хăйĕн темле вăрттăн тĕнчинче ыттисенчен уйрăм пурăннăн туйăнатчĕ. Çавна май унпа чуна уçса калаçма сăлтав пулман пуль.