Халăх хаклавĕ

19 Утă, 2017

«Земство тухтăрĕ» — вăхăтлăх программа кăна...

Пĕтĕм Раççейри «Раççейшĕн» халăх фрончĕ» общество юхăмĕн республикăри уйрăмĕн хастарĕсем регионти штабăн çумпредседателĕ Елена Доманова тата ОНФн ĕç тăвакан комитечĕн пуçлăхĕ Николай Косыев ертсе пынипе утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче Етĕрне район больници пациентсене сĕнекен медицина пулăшăвĕн пахалăхне хакларĕç. Чи малтанах вĕсем поликлиникăри регистраци ĕçĕ-хĕлĕпе, информаци ма-териалĕсемпе паллашрĕç, пĕтĕмĕшле практика врачĕн йышăнăвĕнче пулчĕç, стационара çитсе курчĕç, чирлисен хушшинче ыйтăм йĕркелерĕç.