хушма хуçалăх

25 Çу, 2017

Тăварлă апат

Сысна та тăвар хушнă апат килĕштерет. Чăн та, хăшĕ-пĕри унсăрах çиме кăмăллать. Апата тăвар мĕн чухлĕ ярасси выльăх йывăрăшĕнчен килет. Сăмахран, 120 кг таякан сыснана талăкра 14 г тăвар кирлĕ, 240 кг — 20 г. Хушма хуçалăхра ăна час-часах сĕтел çинчи апат-çимĕç юлашкине паратпăр. Ку пек чухне асăрхануллă пулмалла. Çимĕçре ахаль те тăвар нумай. Сыснана тата тăвар хушса парсан вăл наркăмăшланма пултарать.

30 Пуш, 2017

Выльăх - тупăш никĕсĕ

Выльăх усраса пурнăç турăмăр теме пултараççĕ Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпÿелти Сапожниковсем. Ялта вĕсем пек йышлă ĕне усракан çук. Хальхи вăхăтра хушма хуçалăхра — 6 пуç. Пăрăвĕсем те çителĕклĕ. Вĕсене Раиса Витальевна пăхать. Мăшăрĕ Сергей Порфирьевич ĕнесемшĕн яваплă. Иккĕшĕ кулленхи тивĕçсене çапла уйăрнă.

2 Пуш, 2017

Выльăх юратакан — ырă çын

"Страус усрас килет. 2-3 çул ĕнтĕ çак ĕмĕт канăç памасть. Май çитерсен кăçал ăна валли ятарлă хуралтă йĕркелесшĕн", — хавхаланса каласа парать Канаш районĕнчи Маяк ялĕнче пурăнакан Василий Ендеров. Чукун çул çинче тăрăшать вăл. Рельссене улăштарса çĕнетекенĕн инçет регионсене те çÿреме тивет. Пĕр эрне ĕçлет, тепринче канать. Анчах килте ăшă кăмака çумĕнче мар. Выльăхсăр тунсăхласа çитнĕскер ир пуçласа каçчен витерен тухма пĕлменнине палăртать мăшăрĕ Альбина Витальевна.

2 Нарăс, 2017

Аслисен çулĕпе

Ашшĕ - комбайнпа, амăшĕ - тракторпа

"Çĕре юратса, кăмăлтан ĕçлес килет. Ырлăх панăшăн çĕр-аннемĕре пирĕн чунтан тав тумалла", — тет Елчĕк районĕнчи Кармалта çуралса ӳснĕ Надежда Семенова. 13 çул культура тытăмĕнче тăрăшнăскер ял çыннисене вăл пайтах юрласа-ташласа савăнтарнă. Халĕ пиччĕшĕ йĕркеленĕ фермер хуçалăхĕнче трактор çӳретет, выльăх пăхать, ĕне те сăвать. Елчĕке качча тухнăскер тăван Кармал ялĕнчен уйрăлаймасть. Мăшăрĕпе пĕрле район центрĕнчен кунсерен унта ĕçе çӳрет, çывăх тăванне пулăшать.

2 Нарăс, 2017

Ĕçчен çынна ял савать

Сăпайлă, ытлашши сăмах ваклама килĕштермен арçын кăмăлне çавăрма, чĕлхине "уçма" çăмăл мар. "Выльăх-чĕрлĕх йышлă усракансем сахал-им?" — турткалашрĕ вăл малтанах. Анчах ял пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ пирки калаçнă май кăмăлĕ уçăлчĕ. Тăван ен, унăн малашлăхĕ Николай Петрова та канăç памасть.

Pages