Хыпар-хăнар

7 Çĕртме, 2018

Шупашкарта - Эйфель башни

Кĕçех Францие каймасăрах Эйфель башни курăпăр. Ăна Шупашкарта чукун çул тăпрасĕ çывăхĕнче вырнаçтарĕç. Башня Парижри пекех, анчах çÿллĕшĕпе 20 метр пулĕ.
Конструкцие пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнчех хатĕрлеме пуçланă. Хальлĕхе унăн аялти пайне чукун çул çывăхĕнче «Пĕрлештернĕ чукун çул хуçалăхĕ» таврашĕнче лартнă. Ăна ăсталакан предприятире пĕлтернĕ тăрăх, башньăна Шупашкар çуралнă кунĕ, çурлан 19-мĕшĕ тĕлне хăпартма палăртнă. Каçхине вăл тĕрлĕ тĕслĕ çутăпа ялкăшĕ, çавăн пекех унăн тавралăхне те капăрлатĕç.

24 Кăрлач, 2018

Фельдшерсем тивĕçĕç

2018 çултан «Земство тухтăрĕ» программăпа яла ĕçлеме каякан фельдшерсем те пулăшу илме пултараççĕ.

Унччен асăннă программа тухтăрсене кăна пырса тивнĕ. Ялта ĕç вырăнĕ суйласа илнисене патшалăх 1 млн тенкĕ парса пулăшнă. Кăçалтан вара программăпа фельдшерсен те усă курма май пур. Яла пилĕк çула ĕçлеме каякансене 500 пин тенкĕ компенсаци парĕç. 2018 çулта программăна 50 фельдшер хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем республикăри ФАПсенче ĕçлеме тытăнĕç.

27 Раштав, 2017

Çÿхе пăр инкек кăтартать

Хĕллехи вăрăм каникул пуçланнă май ача-пăча, аслисем те яка пăр çине туртăнаççĕ. Пĕрисем — ярăнма, теприсем вара — пулă тытма.

Анчах йĕркене пăхăнманни час-часах инкекпе вĕçленет. Çавна шута илсе ЧР Граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе пресс-тур йĕркеленĕ. Вĕсем Тĕп çăлав станцийĕнче, Шупашкарти ГЭСра пулнă. Пулăçсемпе калаçу ирттернĕ, буклетсем сарнă.

27 Раштав, 2017

Çине-çинех - çĕнĕ ФАП

Республикăра юлашки вăхăтра çĕнĕ те хăтлă ФАПсем çине-çинех уçăлаççĕ.

2013 çултанпа Чăваш Енре 146 фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайнă. Çапла майпа ялсенчи кашни тăваттăмĕш сиплев çуртне çĕнетнĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле Канаш /Сиккасси ялĕнче/, Красноармейски /Шывпуç/, Сĕнтĕрвăрри /Аксарин/, Çĕрпÿ /Туçи/, Вăрнар /Сăкăт/, Шупашкар /Карачура/ районĕсенче те хăтлă сиплев çурчĕсем ĕçлеме тытăнмалла.

Pages