Хыпар

20 Çĕртме, 2019

Владимир Путин: "Патшалăх хăватне паян экономика вăйĕпе виçеççĕ"

РФ Президенчĕ паян Раççей гражданĕсен общество, политика, социаллă пурнăçпа тата çĕршыв экономикипе çыхăннă ыйтăвĕсене хуравларĕ.

20 Çĕртме, 2019

Василий ЛАНОВОЙ: «Астăвăма упрамалла»

СССР халăх артисчĕ, Ленин премийĕн лауреачĕ Василий Лановой кăçал кăрлач уйăхĕнче 85 çул тултарчĕ. Апла пулин те пур енĕпе те хастар-ха вăл: Евгений Вахтангов ячĕллĕ тăван театрĕнче вылять, концерт программисене хутшăнать, пĕчĕк спектакльсем лартать. Çĕршыври чи илĕртÿллĕ çак арçын паян Шупашкара килсе кайрĕ.

20 Çĕртме, 2019

Ачасем Акатуйра савăнчĕç

Паян Шупашкарта Ача-пăча Акатуйĕ кĕрлерĕ. Унта шкул çумĕнчи лагерьсене çÿрекен ачасем хутшăнчĕç.

Мероприятире тĕрлĕ вăйă иртрĕ: «Янра, чăваш юрри!» вокал конкурсĕ, «Айтăр пĕрле ташлар-и?» хореографи конкурсĕ, «Сăмах ăсти» илемлĕ сăмах ăмăртăвĕ, «Шупашкар — манăн ĕмĕтри хула» ÿкерчĕксен конкурсĕ. «Чăваш паттăрĕ» ăмăртура арçын ачасем вăй виçрĕç. Унсăр пуçне этно-квест иртрĕ, ăсталăх класĕсем ĕçлерĕç.

20 Çĕртме, 2019

Кашниех çĕнтерес кăмăллă

Муниципалитетсен шайĕнчи çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» çарпа патриот вăййисенче палăрнă хастарсем Çĕрпÿ районĕнчи «Звездный» лагерьте пуçтарăнчĕç. 800 ытла яшпа хĕр автомат сÿтсе пуçтарĕç, винтовкăран перĕç, кросс чупĕç, тĕрлĕ викторинăра хăйсен ăсне, çаврăнăçулăхне тĕрĕслĕç, çĕршыв историне, пушар хăрушсăрлăхне епле пĕлнине кăтартĕç. Темиçе кунтан тупăшусене пĕтĕмлетсе çĕнтерÿçĕсене палăртĕç.

20 Çĕртме, 2019

Ĕне сăвакансен ăмăртăвĕ хĕрÿ иртрĕ

Республика кунĕ умĕн йăлана кĕнĕ тăрăх кашни çулах Чăваш Енре машинăпа ĕне сăвакансен ăмăртăвне йĕркелеççĕ. Кăçал вăл Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрти сĕт-çу комплексĕнче иртрĕ.

Pages