Концерт

1 Чÿк, 2018

Фестиваль-конкурс: ĕненÿ пурнăçа улăштарать

Вĕсем хăйне евĕрлĕ çынсем: хăшĕн куçĕ курмасть, теприн хăлхи илтмест, виççĕмĕшĕ кÿме çинче... Анчах пĕри те çут çанталăка ÿпкелемест, тĕнчене, тавралăха кÿренмест, чун-чĕринче ĕненÿ, шанăç тапса тăрать.

23 Çĕртме, 2018

Сцена çинче — ача-пăча ушкăнĕсем

Паян Хĕрлĕ тÿремре ача-пăча пултарулăх ушкăнĕсен уяв концерчĕ иртрĕ.

Алиса Лукина ертсе пыракан «Сарпике» тата Анатолий Попов аталантаракан «Тантăш» халăх ташă ансамблĕсемсĕр республикăри пĕр уяв та иртмест тесен йăнăш пулмĕ. Вĕсемсĕр пуçне «Чăваш Ен ахахĕсем», «Бебитоша», «Локинэ», «Феерия», «Галатея», «Эрешсем», «5 октава» ушкăнсем пухăннисене уявпа саламларĕç.

26 Çу, 2015

Вика Цыганова: «Чăваш Енре çынсем уçă та ырă кăмăллă»

Майăн 24-мĕшĕнче тĕп хулари Хĕрлĕ тÿремре Раççей тава тивĕçлĕ артисткин Вика Цыгановăн «Ку вăл манăн Тăван çĕршыв» концерчĕ иртнĕ. Ăна Славян çырулăхĕпе культурин кунне халалланă. Мероприяти «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти пулăшнипе иртнĕ.

24 Раштав, 2014

Турра мухтаса юрлани

Турра мухтаса кирек ăçта та юрлама пулать, çапах та чиркÿре юрлани татах та витĕмлĕрех, çÿл тÿпене те хăвăртрах çитет.

Декабрĕн 17-мĕшĕнче кăна-ха, акă, Мускаври Пысăк театр солисчĕн Владимир Маторинăн концерчĕ Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче питĕ ăнăçлă иртрĕ. Тĕнчипе паллă бас тепĕр кунне вара, кăнтăрла иртни пĕр сехетре, тĕп хуламăрти Покровпа Татиана чиркĕвĕнче Кира Иванова регент ертсе пыракан хорпа пĕрле Турра мухтаса юрларĕ.