Пахчи-пахчи

3 Утă, 2015

Мĕнле чĕрчун-ши?

«Хресчен сасси» хаçата чылай хушă çырăнса илетĕп. Усăллă сĕнÿсемпе çĕнĕ хыпарсемшĕн, пире, ватă çынсене савăнтарнăшăн тав тăватăп. Сирĕн пата чун ыратнипе, куляннипе çыратăп.

3 Ака, 2015

Сăтăрçăран хÿтĕленме

Çуркунне пуçлансанах анлă сарăлнă çимĕçе акма-лартма тытăниччен тымар хурчĕсене ултавлă майпа çиеле кăлараççĕ. 0,5-1 метртан сĕлĕ е урпа акаççĕ /шăтăка 4-5 вăрă хурса/. Шăтнă калчан тымарне пăхса тĕрĕсленĕ май хуртсене суйлаççĕ.Татăксем туса каснă кишĕре е çĕрулмине çĕр ăшне тарăнах мар чавса хураççĕ, пĕр-пĕр туратпа çав вырăна паллă тăваççĕ. Хушăран пăхса хурт пуррипе çуккине тĕрĕслеççĕ.

13 Пуш, 2015

Ырана хăвармасăр

Асăрханăр: хĕвел! Хĕвел пайăрки халĕ йывăçсемшĕн уйрăмах хăрушă пулма пултарать. Кĕркунне йывăçсене шуратса хăварман пулсан çакна халĕ тума май пур. Анчах çанталăк 5 градусран сивĕрех пулсан йывăçа шуратма кирлĕ мар. Çакна та шута илĕр: 2-5 çул каялла лартнă йывăçсене шуратмалла мар, мĕншĕн тесен вĕсен хуппи чĕрченкĕ, сиенленме пултарать.

Туратсене тĕрĕс иртмелле. Типсе хăрнă, шăннă, чирлĕ туратсене касса пахча тулашĕнче çунтармалла. Тунката хăварса касмалла мар. Йывăç турачĕ çурăлса аннă пулсан ăна вулли çумне лайăх çирĕплетсе пралукпа çыхмалла.

25 Утă, 2014

Дайкон çитĕнтерер-и?

Дайкон çисе курнисем пĕлеççĕ: вăл çав тери тутлă. Çуркуннечченех лайăх упранать. Миноваси, Клык слона тата Дубинушка текен сортсем уйрăмах лайăх пулаççĕ. Пирĕн тăрăхра дайкона çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче акмалла, унсăрăн вăл чечеке кайма пултарать. Çÿллĕлетнĕ ансăр йăран çинче лайăх çитĕнет. Аксан эрнеренех шăтса тухать. Авăн уйăхĕнче вара тымар çимĕçĕн пуçĕ курăнма та пуçлать. Çутăра дайкон кукăрăлать, симĕсленет, ăна лăймака хурт тапăнма пултарать. Çавăнпа тымар çимĕçе купаламалла. Юпа уйăхĕн варри тĕлне вара кăлармалла. Сивĕре тĕртмен материалпа (лутрасил, агрил) витмелле.

7 Пуш, 2014

Вăрăран çитĕнтересчĕ

Çитмĕл пилĕк çула кайрăм. Çирĕм çул каялла питомникран сакăр барбарис хунавĕ илсе карта хĕррипе лартса тухрăм. Лайăх кайрĕç вĕсем, çырлине те çисе савăнатпăр. Ял çыннисем те манашкал барбарис ÿстересшĕн, хунавне ыйтаççĕ. Темиçе çул ĕнтĕ çырла вăрринчен хунав çитĕнтерес тесе тапаланатăп. Анчах усăсăр.

Pages