Паттăрлăх

7 Çурла, 2015

Тинĕс хĕресне тивĕçнĕ чăваш

Хурапыр Юнтапа ялĕнче çуралса ÿснĕ Яков Данилович Данилов ячĕпе уçнă палăк унăн йăхĕсемшĕн кăна мар, ку тăрăхра е ытти çĕрте пурăнаканшăн та несĕлĕмĕрсене хисеплеме вĕрентекен ырă тĕслĕх вырăннех. Сăваплă ĕçе Тинĕс-çар флочĕн кунĕнче йĕркелени те ăнсăртран мар. Чаплă палăка тивĕçнĕ çын хăй вăхăтĕнче ялти пĕрремĕш моряк пулнă.

28 Утă, 2015

«Паттăрлăх орденĕпе наградăлас...»

Çапла çырнă хĕрÿ вырăнсенчи юнлă хирĕçтăрура хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă салтаксемпе сержантсене, старшинасемпе прапорщиксене, офицерсене наградăлама Раççей Президенчĕ алă пуснă указсенче. Чылайăшĕн вĕçĕнче хушса çырни пур: «Вилнĕ хыççăн». Нумайăн вĕсем - Чечня вăрçинче çамрăклах пуç хунă ентешсем.

26 Пуш, 2015

Шалкăм çумăр. О.ВАСИЛЬЕВА

Шульц пулăшăвĕсем

Ĕлĕкех Захарничи ялне Шульц килсе вырнаçнă. Пĕрисем вăл латыш, теприсем нимĕç тетчĕç. Шульц ку тăрăхри хĕре, Пелагея Варфоломеевна Богдановăн тăван йăмăкне, качча илнĕ. Çакăнтах ĕмĕрне ирттерме тĕллев лартнă.

Ялта ăна юратмастчĕç. Тен, хыткукарлăхĕшĕн пуль. Пăта, патак е турпас курсан та хăйĕн патне туртатчĕ. Çынсем çине пăхмастчĕ. Куçĕсем чупатчĕç кăна.

- Тĕттĕм çын, - тетчĕç ун пирки ялта.

Pages