Пенза

12 Утă, 2018

Пенза тăрăхĕнчи ялта машинăсенчен те чăваш юрри илтĕнет

Чăвашсем ăçта кăна пурăнмаççĕ-ши? Çакна пĕлтĕр Чăваш наци конгресĕн туслă йышĕпе пĕрле Байкал кÿлли хĕррине кайсан курса ĕненнĕччĕ. Иркутск облаçĕнче, трассăран 100 çухрăмра вырнаçнă тайгари пĕр ялта, чăвашсем пурăннине пĕлсен тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕччĕ. Çапла, йăхташăмăрсем пирĕн пысăк çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă. Пенза çĕрĕ çинче те сахал мар вĕсем. Ытларахăшĕ Çăрттанлă районĕнче кун кунлать.