пирĕн викторина

22 Чÿк, 2019

Чи маттуррине — билет

Анатолипе Надежда Никитинсен тата «Янташ» ушкăнăн чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарти «Салют» культура керменĕнче иртекен концертне каяс килет-и? Чи малтан тĕрĕс хурав паракан çынна икĕ вырăнлă билетпа хавхалантарăпăр. Хуравсене 36-67-75 телефонпа эрнекун ĕç вăхăтĕнче йышăнатпăр.
1. Çеçпĕл Мишши хăш шкулта вĕреннĕ?
2. Çеçпĕл çинчен Мускав режиссерĕ ÿкернĕ çĕнĕ фильм мĕн ятлă?
3. Çеçпĕлĕн Украинăри тусĕ.
Иртнĕ эрнери викторинăра Ольга Порфирьева /Элĕк районĕ, Ишпарайккă/ çĕнтерчĕ.

7 Раштав, 2018

Чи маттуррине – билет

Этноджаз юрăçин Вера Кожемановăн раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче иртекен концертне каяс килет-и? Ыйтусене чи малтан тĕрĕс хуравлакана икĕ билетпа хавхалантарăпăр. Хуравсене 36-67-75 телефонпа йышăнатпăр.
1. «Çеçпĕл» кинотеатр хăçан уçăлнă?