Техникум «вăтам вĕренекен» ăнлавпа ан шайлаштăр
Юлашки çулсенче çĕршыв экономикине аталантарма техника специальноçĕ илнĕ паха ăстасем кирли çинчен тăтăшах калаçаççĕ. Сăмахран, ĕç патне куçнă тĕслĕх те самаях-ха. Аслă шкулсенче «технарьсем» валли хушма вырăнсем уйăрчĕç /чăн та, çакă гуманитари енĕллĕ специальноçсемпе вĕренме кĕмелли вырăнсене чакарма хистерĕ/, вĕсене паянхи предприяти-организацисене тивĕçтермелле вĕрентсе хатĕрлес тĕллевпе бизнес тытăмĕнче вĕренÿ центрĕсем йĕркелерĕç. Çĕнĕ технологисемпе ĕçлес туртăм ачаранах йĕркелентĕр тесе шкулсенче профориентаци ĕçне вăйлатма малтанхи утăмсем турĕç.