Публицист шухăшĕ

7 Нарăс, 2017

Сăн-пит илемĕ вăрман мăйăрĕ пекех ултавлă

«Чун тени ялта пурăнать», — теме хăнăхнă эпир. Çут çанталăкпа килĕшÿре пурăнакансем пĕрех ырăрах, чунлăрах, сăпайлăрах пулакан. Çакă чăнах та çаплах-ши? Çынлăхпа чунлăха, ырă кăмăллăха шыраса республикăн çурçĕр тата кăнтăр районĕсенче вырнаçнă чылай яла çитрĕм, çынсемпе курса калаçрăм. Çак ыйтăва хускатсан чылайăшĕ ман çине «ку пахалăхсем паян мĕн тума кирлĕ?» тенешкел тĕлĕнерех пăхрĕ. «Хальхи вăхăтра укçа пултăр. Санăн ырă чуну çине сурса хураççĕ», — терĕ пĕри куçранах. «Чуну мĕн чухлĕ ырăрах, шăпу çавăн чухлĕ йывăртарах», — хушса хучĕ тепĕр арçын.

1 Нарăс, 2017

Пирĕн алăксем лайăх хупăнаççĕ

«Чăваш Енре мĕн кăна çук: вăл çук, ку çук...» Çапларах шÿтлет йĕплĕ чĕлхеллĕ пĕр пĕлĕшĕм. Мĕн-мĕн çуккине пÿрне хуçлатсах шутласа пама пултарать: ăна туса кăлармаççĕ, кăна хатĕрлемеççĕ... Шел те, унăн вăрăм списокĕ пирĕн патра çук нефтьпе-ылтăнпа кăна вĕçленмест. «Промышленноç тракторĕсемпе те мухтанаймастпăр», — тет.

31 Кăрлач, 2017

Хамăр пахчаçимĕç сутăнать-и?

Ял ĕçченĕсем куракан пĕтĕм тăкака саплаштаракан хакпа продукци сутайсан, кредитпа татăлма, техника, ытти ĕç хатĕрĕ туянма, производство объекчĕсем тума, ĕç укçине ÿстерме таса тупăш илсен агропром аталанатех.

24 Кăрлач, 2017

Шупашкарăмăр чăваш хулиех-ши? е Наци архитектури епле аталанать?

Кашни халăх çĕр çинче пĕртен-пĕрре. Вăл никам пек те мар, хăй пек çеç. Унăн культури, чĕлхи, йăли-йĕрки, ал ĕç ăсталăхĕ, ăс-хакăл пуянлăхĕ ăна ытти халăхран уйăрса тăрать. Шăпах çак тата ытти пахалăхпа эпир те, чăвашсем, тĕнче тытăмĕнчен çухалмастпăр.

18 Кăрлач, 2017

Кăмăл çирĕплĕхĕ кирлĕ-и е саккун вăйĕ сулмаклă-и?

Пирус — этемлĕх аталанăвĕнчи ăслайсенчен чи усăсăрри тата çынна шелсĕр тĕп тăваканни. Вăл туртаканшăн çеç мар, унăн таврашĕнчи çынсемшĕн те хăрушă: сывлăха пысăк сиен кÿрет. Юлашки çулсенче сигарета хирĕç «чăн-чăн вăрçă» пуçланчĕ: çĕршыв Правительстви тĕрлĕ меслетпе пирус туртакансен шутне чакарма тăрăшать. Анчах яланах çапла пулман…

Pages