Пулни-иртни

22 Утă, 2020

Кĕвĕçекен час-час чирлет

Пĕррехинче кÿршĕ хĕрарăмĕ икĕ пĕчĕк ачипе пирĕн пата чупса килчĕ. «Упăшка хăваласа кăларчĕ. Хăй сĕрĕмпе наркăмăшланса вилессе каларĕ», — йĕре-йĕре ăнлантарчĕ вăл.
Ним шухăшламасăрах кÿрше каçрăм, хĕрарăмпа ачисене те пĕрле илтĕм. Çитрĕмĕр, алăка шалтан питĕрнĕ. Шаккатăп, кăшкăратăп, анчах уçакан çук. Чÿречене çĕмĕрес — хĕлле. Форточкăна çĕмĕрсе кÿршĕ ывăлне пÿрте кĕртрĕм, алăка уçма каларăм. 6 çултискер ашшĕнчен хăранипе сиксе чĕтрет. «Ан хăра, енчен те вăл сана кÿрентерет пулсан эпĕ чÿрече çĕмĕрсе кĕрĕп», — терĕм ăна лăплантарса.

11 Пуш, 2020

Эрех алăсăр та хăварать

Вĕсен ятне-шывне асăнас теместĕп, мĕншĕн тесен чунĕсенче ыратупа пăшăрхану туйăмĕсене хускатас килмест. Виççĕшĕнчен пĕри тахçан хаçат-журналта ĕçленĕ, заметкăран пуçласа очерк таранах çырнă. Ваня тейĕпĕр ăна.

17 Çурла, 2017

Кам айăплă?

Канмалли кун тăван яла аттепе анне патне кайма тухрăм. Вокзала çитсен билет туянмашкăн касса умне пытăм. Халăх кăткă пек унталла та кунталла хĕвĕшет. Билет туянтăм та автобус чарăнакан вырăна пытăм. Çамрăкки те, аслăраххисем те, ваттисем те, амăшĕ пулма хатĕрленекенсем те, пĕчĕк ачапа çула тухакансем те автобуса кĕтсе черет тăчĕç. Билет çинче вырăнсене палăртман. Çулĕ çывăх маррине шута илсен пурин те ларса каяс килет.

24 Çурла, 2016

Çухалнă лаша йĕвенĕ

Иван Мокин иккĕмĕш тĕнче вăрçинчен таврăнсан икĕ çултан хăй çуралса ÿснĕ Шупашкар районĕнчи Хачăкра лавккара ĕçлеме пуçланă. Çулĕсемпе вăтăр урлă каçнăскер суту-илÿ ĕçне çанă тавăрса тенĕ пек кÿлĕннĕ.

Çарта гварди кĕçĕн лейтенанчĕ пулнăскер, пакунĕсене хывсан пĕр хушă колхоз председателĕнче тăрăшнăскер саккуна пăсмасăр ĕçлессе шаннă. Шел, «ăçта ÿкессе пĕлменскер çемçе тÿшек сарма» тавçăрайман вăл.

Pages