шкулсем

24 Çурла, 2017

Çĕнĕ шкул алăкне уçĕ

Шкул ачисемшĕн лайăх хыпар ку. Шупашкарти Гладков урамĕнчи шкул çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ачасене кĕтсе илмешкĕн хатĕр. Кун пирки хула администрацийĕнче иртнĕ планеркăра пĕлтернĕ.

8 Çурла, 2017

Паян Чăваш кадет шкулĕн капсулине хучĕç

Паян РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Шупашкарта ĕçлĕ çÿревпе пулчĕ. Вăл Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ федерацин Атăлçи округĕн Чăваш кадет корпусĕнче пулса курчĕ.

9 Çĕртме, 2017

Президент килсе кайнăранпа ачасем лайăхрах вĕренеççĕ

Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă мĕн пур педагог пекех вăл та кашни вĕренÿ çулнех çĕнĕ вăйпа, хавхаланупа кĕтсе илет. Шкултан вĕренсе тухакан кашни класа тунсăхлăн ăсатать. Хушăран аса илÿ çăмхине сÿтсе кун-çулĕнчи пархатарлă пулăмсене куç умне кăларать.

9 Çĕртме, 2017

Тĕлĕнмелле курав

Пирĕн шкулта интереслĕ курав иртрĕ. Ăна Шупашкарти ентеш, отставкăри подполковник Петр Капитонов, илсе килчĕ. Вăл нумай çул çарти рационализаци тата тĕпчев ĕçĕсемпе кăсăкланнă, 50 ытла изо¬бретени авторĕ. Паллă ентеш 9 медале тивĕçнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та вăл вăхăта ахаль ирттермест. Электромеханика тата электричество теттисемпе ачасене кăсăклантарать. Шупашкарти ача-пăча пултарулăх керменĕнче те нумай çул кружок ертсе пынă.

Pages