Специалистпа канашлатпăр

Çуркунне çывхарнă май нумайăшĕ вăй-хал чакни, пĕрмай çывăрас килни, ыйхă тăранманни çинчен калаçать, çакă авитаминозпа çыхăннă-ши? Хайхи чир мĕншĕн пулать тата унран мĕнле сыхланмалла? Çак тата ытти ыйтăва хуравлама Республикăри медицина профилактикин сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн тухтăрне Лариса Агеевăна сĕнтĕмĕр.

Ираида Петрова — Чăваш Республикин професси патологийĕн центрĕн ертÿçи. Вăл профессипе çыхăннă чирсене тĕпчет, вĕсен сăлтавĕсене палăртать.

Ĕç условийĕсем витĕм кÿреççĕ

Паллиатив «вителĕк» тесе куçать. Пациента хÿтĕлекен витĕ тесе ăнланмалла ăна. Çавăн пек вителĕк çынна пурнăç вĕçне çитсен питĕ кирлĕ. Тин çуралнă пепкене амăшĕ юратса пăхнипе танлаштарма пулать ăна.
Юлашки çулсенче сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче паллиатив пулăшăвне вăйлă тимлеççĕ. Çĕрпÿ районĕн тĕп больницинчи паллиатив уйрăмĕн ертÿçи Наталия ГОРДЕЕВА хăйĕн ĕçĕпе паллаштарать.

Хăш-пĕр хĕр-хĕрарăм сăрланмасăр ĕçе мар, çÿпĕ тăкма та тухмасть. Çапах халĕ пит-куçа сăрламасăр çÿресси модăна кĕчĕ. Тĕнчипе паллă «çăлтăрсем» хĕрарăмăн çут çанталăк панă илемне кăтартма хистесе макияжсăр сăн ÿкерчĕкĕсене соцсете вырнаçтараççĕ.

Шурлăх евĕр çăтакан интернетра халĕ такама та курма пулать. Ача-и, аслă ăрури çын-и — унăн серепинчен никам та хăтăлаймасть. Çынсем унта мĕншĕн ытларах ларма тытăнчĕç? Сăлтавĕсем, паллах, тĕрлĕрен. Тепĕр чухне интернета кĕрсе тухмасан чун канманнине, вăл ăнсăртран сÿнсен тарăхнине туятăр-и?

Pages

Subscribe to Специалистпа канашлатпăр