Улах пăтти

26 Раштав, 2014

Юратсан ача та пулать

Тахçанах пулса иртнĕ ку ĕç-пуç, анчах паян кун асăмран тухмасть.

Çĕнĕ пÿрт турăмăр. Кÿршĕ ялти платниксене тара тытсах. Икĕ-виçĕ эрне ир пуçласа каçчен шаккарĕç, ларса чĕлĕм те туртмарĕç. Вăл кирлĕ те, ку кирлĕ тесе те аптратмарĕç. Тем вăхăтран илемлĕ те хÿхĕм çурт хăпарса ларчĕ. Ыран ăстасемпе татăлмалла тенĕ чух арăмпа пĕрле укçа, шăмшака çемçетмешкĕн хаяртараххине хатĕрлесе хутăмăр.

Тепĕр кунне çĕнĕ пÿрте çума платниксене кичем ан пултăр тесе кÿршĕ-арша та йыхравларăмăр. Çĕнĕ пÿрт ĕçкине урам вĕçĕнче пурăнакан Ваççа та хут купăсне хĕстерсе çитрĕ.

22 Кăрлач, 2014

«Кукаçипе кукамай чĕлхипе калаçакан халăх илĕртрĕ»

Ача чухне почтальон килнине курсан сиккипе хирĕç чупаттăмăр. Вăл пысăк сумкинче чакаланнине сывламасăр тенĕ пек пăхса тăраттăмăр. Хаçат-журналпа пĕрлех çыру е открытка тыттарсан пиртен телейлĕрех çын та çукчĕ. Посылка килнине пĕлтерсен вара вĕçсе кайманни кăна.