Техника сутнăшăн - субсиди

24 Утă, 2015

РФ Правительствин йышăнăвĕпе ялхуçалăх техники туса кăларакан предприятисене субсиди парас йĕркене улăштарнă. Малашне вĕсене техника хакĕн 25 проценчĕ таран субсиди уйăрса парĕç. Унччен çак хисеп 15 процент пулнă. Чăваш Енри ялхуçалăх техникине сутакан предприятисене кăçал 16102 пин тенкĕ субсиди тивмелле.

Июль тĕлне ялхуçалăх таварне туса илекенсемпе 60,1 млн тенкĕлĕх 40 килĕшÿ тунă. Çав шутран пысăк пайĕ - «Агротехкомплект» пĕрлешĕвĕн. Унсăр пуçне республикăри «Канаш Агро», «Компания «Чебо», «Агромашснаб», «АгроСнаб», «Чувашагрокомплект» предприятисем те ялхуçалăх техникине сутнă май субсиди илĕç. РФ Ялхуçалăх министерстви техника сутакансене сентябрь уйăхĕччен патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курма сĕннĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.