Тилĕсен те сывă пулмалла

16 Утă, 2018

«Ват кашкăр кĕтĕве пырса каять пĕр сурăха йăтса», — юптарнă Александр Кăлкан. Паллах, хырăмĕ выçнăран сăтăр кÿнĕ кашаман. Çапах та тискер чĕр чунăн — вăрманта, уй-хирте йăва çавăрмалла. Çынран ютшăнмалла. Урмăшнăскер çеç этем çывăхне пырать. Ку вара хăйне май хăрушлăх кăларса тăратать. Çук-ха, йăнăшатăп… Чăх-чĕп тытма яла сывă тилĕ те иленет.
Вăрнар районĕнчи Мăньял Хапăсра та хур-кăвакала тилĕ тытнă тĕслĕхсем çуллен пулаççĕ-мĕн. Таврара тискер ку чĕр чун йышĕ пысăккипе çыхăнтараççĕ çак пулăма. Сунар тапхăрĕнче тытаççĕ-ха вĕсене, анчах халĕ юрамасть вĕт. Апла пулин те сунарçăсемпе ветеринарсем сыхлăха çухатмаççĕ. Республикăри ытти тăрăхри пекех урнă чир сарăласран ятарлă мероприятисем ирттереççĕ.
— Чăх-чĕппе «хăналанса» халăха чылай шар кăтартаççĕ тилĕсем, анчах хăйсене тытма юрамасть. Тĕллев — урнă чир ересрен вакцина тăвасси, çакăнпа та пулин сыхланатпăр. Юрать-ха çынна тапăнмаççĕ. Çакă вĕсем сывă иккенне пĕлтерет, — тет патшалăх ветеринари службин вырăнти участокĕн заведующийĕ Светлана Белкова.
Урнă чир сарăласран тилĕ йăвисене çулталăкне икĕ хутчен вакцина хураççĕ. Хальхи тапхăра хутшăнма Вăрнар районне 800 виçе уйăрса панă. Вакцинăсене районти ветеринари 10 участокне салатнă. Специалистсем çак ĕçе сунарçăсем пулăшнипе пурнăçлаççĕ: тилĕ йăвисене шăпах вĕсем тупаççĕ-çке. Сăмах май, вĕсен тĕлĕсене паллă туса ятарлă карта та хатĕрлеççĕ. Çакă вакцина хурас ĕçе çитес çул пурнăçлама пулăшать. Чылай чухне çав йăвасенчех пурăнаççĕ тилĕсем е юнашар чаваççĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.