Тимĕре «чун» кĕртет

22 Ака, 2020

Туçара пурăнакан Эдуард Плечов ача садне çÿренĕ чухнех конструктортан тĕрлĕ хатĕр ăсталама юратнă.
— Лавккана кайсан аттене ялан конструктор туянтараттăм. Савăнса кайсах ăна пуçтараттăм. Шкулта вĕренме пуçласан авиамодель кружокне çÿреме пуçларăм. Ытти ача-пăча илемлĕ литература вуланă чухне эпĕ библиотекăра «Моделист-конструктор» журнала тишкереттĕм. Вăл уйăхра пĕрре çеç килетчĕ: кашни номере чăтăмсăррăн кĕтеттĕм. Килте «Юный техник» журнал та çырăнса панăччĕ. Вĕсене эпĕ халĕ те упратăп.
Тăххăрмĕш класра чухне класс ертÿçи Мария Зиновьевна Табакова пире килти вулав кĕнекисене шкула илсе пыма, вĕсемпе паллаштарма ыйтрĕ. Эпĕ хамăн журналсене йăтса кайрăм. Маншăн вĕсенчен интереслĕреххи нимĕн те пулман, — аса илет иртнĕ кун-çулне Эдуард Плечов.
Журналсенчи сĕнÿ-канашпа усă курса шкулта вĕреннĕ чухнех каччă трицикл /виçĕ кустăрмаллă мотоцикл/ ăсталанă. Çакăн хыççăн вара тата ытларах кăсăкланма пуçланă. Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче механизаци уйрăмĕнчен вĕренсе тухни те ăна чылай пулăшу кÿнĕ.
Паян ун пирки «Кулибин» тесех калама пулать. Пушă вăхăт тупăнсанах вăл тимĕре «чун» кĕртет. Хирте, килтĕрĕшре ĕçлеме икĕ трактор пухса хатĕрленĕ. Кăкарса çÿремелли агрегатсем, вутă çурмалли, мотобуксировщик, юр тăрăх çÿремелли хатĕрсем, вăрлăх сухана тасатмалли барабан гаражра вырăн тупнă. Нумай пулмасть вара вăл юр çийĕн те, пылчăклăрах вырăнтан та çăмăллăнах тухакан гусеницăллă техника /гусеничный вездеход/ туса пĕтернĕ.
— Юр тăрăх çÿрекен хатĕрсене малтан камерăпа тăваттăм. Вĕсем шăп кирлĕ вăхăтра шăтатчĕç. Сунара кайсан пĕрре мар нушаланнă. Гусеницăллă техникăсăр май çуккине ăнланса илтĕм. Ĕмĕте пурнăçа кĕртме интернет нумай пулăшать. Халь унта мĕн кирлине йăлтах тупма пулать: çак енчен питĕ аван. Çурçĕрте, тайгара пурăнакансем хăйсем хатĕрленĕ техникăпа паллашрăм та вездеход тума тĕллев лартрăм. Пĕлтĕр çуркунне кирлĕ япаласене хатĕрлеме пикентĕм. Октябрь уйăхĕнче пухма пуçларăм та кăçалхи февральте пуçласа руль умне лартăм. Ĕçĕ йăлтах вĕçленмен-ха, мотора хупламалла, айккисене тирпейлемелле тата ытти те. Юр тăрăх та, сухаланă анапа та унпа çăмăллăнах çÿреме пулать, тĕрĕслесе пăхнă.
Аттепе аннен те çулĕсем аслăланса пыраççĕ, вĕсен пурнăçне çăмăллатас тесе вутă çурмалли хатĕре хута ятăм, — тет Эдуард Плечов гаражĕнчи техникăпа паллаштарнă май. Малалла вулас…

www.hypar.ru

Ольга ПАВЛОВА. Патăрьел районĕ. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.