Тимлĕ вулакана — парне

15 Нарăс, 2018

Викторина ыйтăвĕсем:
1. Гельсайранăн иккĕмĕш упăшки мĕнле вилнĕ?
2. Лана Прусакова миçе çулта çĕршыв чемпионки пулса тăнă?

Хуравсене СМС-çырупа 8-967-470-02-82 номерпе ямалла. Вĕсене тунтикун, нарăсăн 19-мĕшĕнче, 10- 12 сехетсенче йышăнатпăр. Маларах е каярах килнисене, шăнкăравласа каланисене шута илместпĕр. Ыйтăва тĕрĕс хуравлакан пĕрремĕш çынна нарăсăн 20-мĕшĕнче «Юрлакан чĕресем» тата «Аталан» эстрада ушкăнĕсен концертне кайма икĕ билет паратпăр.

Иртнĕ номерти викторина хуравĕсем:
1. Ленинградран эвакуаципе килнĕ Галина шкулти Çĕнĕ çул елкинче П.Хусанкайăн «Таня» поэминчи сăвва каласа пĕремĕклĕ пулнă.
2. Çартан таврăннă хыççăн Стас Владимиров агрегат заводĕнче ĕçленĕ.
Иртнĕ эрнери викторина çĕнтерÿçи — Тăвай районĕнчи Чутей ялĕнчи Галина Шерне.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.