Тирпейсĕр пулсан налук пысăкланасси те часах

Çĕр налукне пысăклатнă виçепе тÿлеттерме пултарассин тĕп сăлтавĕ — ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе тĕллевлĕн усă курманни. Налук виçине кадастр хакĕнчен 0,3 вырăнне 1,5 процент таран ÿстерме пултараççĕ.

Кунта чи малтанах пулăхлă сие çынсем хăйсен тĕллĕн вырăнтан куçарни тата тĕп туни /пестицидсемпе, çавăн пекех агрохимикатсемпе тата çыншăн, тавралăхшăн хăрушă ытти хими япалипе усă курса çĕре сиен кÿни/, вăхăтра е пачах та рекультиваци ирттерменни, çĕре япăхлатакан пулăмсенчен /эрозирен сăмахран/ хÿтĕлес тата лайăхлатас тĕллевпе ятарлă ĕçсем йĕркелеменни, лаптăкпа ял хуçалăх производстви валли 3 çул таран усă курманни пирки сăмах пырать.
Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе саккун ыйтнă пек усă курман тĕслĕхсене вара Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсем Чăваш Енри кашни районта тенĕ пекех тупса палăртаççĕ. Çĕр налукне пысăклатнă виçепе тÿлеттерес тĕллевпе пĕлтĕр кăна 76 адми-нистративлă ĕçе налук службине çитернĕ. Кунта Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Çĕрпÿ, Канаш, Куславкка, Вăрмар, Шупашкар, Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Етĕрне районĕсенчи «тимлĕхсĕр юлнă» 2223 гектар пирки сăмах пырать.
Çум курăк «ÿстерекенсене» çĕр налукне пысăклатса тÿлеттернисĕр пуçне РФ КоАПĕн 8.7 статйин 2 пайĕпе административлă майпа явап тыттарма тивнĕ. Яваплăх самай çирĕп: асăннă статьяпа ахаль çынна 20 пинрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран штрафлама пултараççĕ. Çавăнпах-тăр юлашки çулсенче лаптăксене хăйсен ирĕкĕпе тавăрса пама шут тытнисен йышĕ ÿссе пырать. Çакăн пирки пĕлтĕр Улатăр, Патăрьел, Çĕрпÿ, Канаш, Красноармейски, Куславкка, Шупашкар, Тăвай, Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне районĕсен çыннисем пĕлтернĕ — пĕтĕмпе 182 гектар тĕлĕшпе.
Ытларах чухне уйрăм çынсем тĕлĕшпе административлă ĕçсем пуçарма тивнĕ. Пĕлтĕр инспекторсем темиçе çул пачах та усă курман самай пысăк лаптăксене тупса палăртнă. Акă Элĕк районĕнче кăна çум курăк, хунав-тĕм хупланă çĕр-çĕр гектар куç тĕлне пулнă. Пĕр арçыннăн 330 гектар таран çĕрĕ тахçантанпах «суха пуç» курман. Теприн – 212 гектар.
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи тĕслĕхсене те асăнмалла. Унти пĕр çыннăн 231 гектар çĕрĕ кĕçех вăрмана çаврăнма пултарнине тупса палăртнă. Теприн вара 10 лаптăк çинче хыт хура ашкăрнă.
Канаш районĕнче 56,2 гектар çинче йывăç-тĕм 4 çул çитĕннĕ. Малалла вулас...

Надежда Васильева, Россельхознадзор управленийĕн ĕçченĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.