Трактор кустăрми пурнăçа пĕтермĕ-и?

29 Юпа, 2014

Республикăри тĕрлĕ харпăрлăхлă ял хуçалăх предприятийĕсенче 5888 трактор /ку шута вĕсен прицепĕ те кĕрет/, комбайн шутланать. Уйрăм çынсен хуçалăхĕнче вĕсем - 12010 единица. Çапларах кăтартусемпе паллаштарать Чăваш Республикинчи патшалăх техника сăнав инспекцийĕ. Ял хуçалăхĕнче трактор-комбайн шучĕ пĕлтĕрхинчен чакнă, анчах куншăн пăшăрханма кирлĕ мар. Кивĕ техникăна хуçалăхсем энергие перекетлекен, çав хушăрах темиçе ĕç пурнăçлама пултараканнисемпе çĕнетме тăрăшаççĕ.

Кăçалхи 9 уйăхра тракторист-машинист удостоверенине 3775 çынна панă. Вĕсенчен 1378-ăшĕ документа вĕренÿ заведенийĕ пĕтернĕ хыççăн алла илнĕ. Ял хуçалăхĕнче ĕçлекен механизаторсем çитмелле пек. Çук, лару-тăру улшăнмасть. Инкекĕ те куçа курăнса килмест. Трактор-комбайн çапах та çăмăл машина мар, вĕсене тытса пыракансен айăпĕпе çул çинче çын вăрçăри пекех леш тĕнчене ăсанмасть. Анчах инкексен шучĕ чакмасть. Кăçал та, пĕлтĕр те кунашкал 8 тĕслĕхе шута илнĕ. Иртнĕ çулхи 9 уйăхра инкексенче икĕ çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă, кăçал - виççĕн. Çул çÿреме пĕлменни пĕтерет. Инспекторсем механизаторсене пĕрре мар асăрхаттарни, штрафлани, çул-йĕр правилисене аса илтерсех тăни "шĕвек" пуçсенче тарăн йĕр хăвармасть. Çăмăлттайлăх, тимсĕрлĕх мĕн патне илсе çитернине вулакансемпе пĕрле тепĕр хут тишкерер-ха. Такăр çул вĕсене ан такăнтартăр.

Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпари сад территорийĕнче Т-25 тракторăн икĕ прицепĕ çине утă тиенĕ. Трактор пынă вăхăтра хыçалти прицеп çине утçине тухнă çынсенчен пĕри сиксе ларма хăтланнă. Ури шуса кайнăран урапа айне лекнĕ.

Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Пăрачкав районĕнче каçхине 9 сехет çурăра "Полесье" комбайн автомобиль çулĕ çине тухнă. Тĕттĕмре комбайн жаткине ăçтан тÿрех асăрхăн? "Шевроле" машина ăна пырса тăрăннă. Чаплă машина водителĕ пурнăçпа сыв пуллашнă.

Комбайн пысăк та йывăр автотранспорт шутĕнче. Йĕркене пăхăнас пулсан çул çине ăна сарă е сарă хĕрлĕ çутă хатĕрĕ ?маячок% тата ятарлă паллăсем вырнаçтарса кăлармалла. Тĕтреллĕ е тĕттĕм çанталăкра 100 метртан нимĕн те курăнмасан кунашкал транспорта çула кăлармалла мар. Йывăр калăпăшлă транспортăн сарлакăшĕ 3,5 метртан иртсен ăна автомашинăн ертсе, çул кăтартса пымалла. Транспорт хатĕрĕн сарлакăшĕ 4 метр ытла пулсан, автотрассăпа пынă чухне транспорт хирĕç килекен çулăн пĕчĕк пайне те пулин йышăнма тивсессĕн çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх инспекцийĕн патруль машинине те чĕнсе илеççĕ.

Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче Комсомольски районĕнче ют çĕр-шывра туса кăларнă хатĕрпе нумай çул ÿсекен курăка пресланă. Хатĕрĕн йĕпписем вансан ăна юсама тытăннă. Çак вăхăтра МТЗ-953 трактора сÿнтермен. Каллех çын пурнăçĕ татăлнă.

Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Шупашкар районĕнче трактор çÿллĕ сăртри уя сухаланă. Плуга çĕкленĕ чухне çирĕп тăрайман, çырмана тÿннĕ.

Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче Красноармейски районĕнче çĕре типтерленĕ чухне "Беларус-3522" маркăллă трактор çунма тытăннă. Çулăмра унран нимĕн те юлман темелле. Ăна текех "чун" кĕртейместĕн.

Çын çине пырса кĕнĕ виçĕ тĕслĕх те хăрушсăрлăх техникине пăхăнмалла тени ниме тăман сăмахсем пулманнине ялан асра тытасчĕ. Шăмăршă районĕнче Т-150 трактора чĕртнĕ чухне ?двигателĕн блокировки юсавсăр пулнă% инкек пулнă. Комсомольски районĕнче трактор прицепĕ юсавсăртан çăмăл машина çине пырса кĕнĕ. Шупашкар районĕнче "Солнечный берег" кану вырăнĕнче юр çийĕн çÿрекен транспорт /снегоход/ вара - ача çине.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.