Трактор тăвакансен культура керменĕ патĕнче парк пулĕ
Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕ патĕнчи ращара парк пулĕ. Ку ыйтăва ĕнер хулари тÿре-шара вырăна тухса ирттернĕ канашлура сÿтсе явнă.
Хулари паллă культура керменĕсенчен пĕринпе юнашар вырнаçнă вăрман территорийĕ 20 гектара яхăн лаптăк йышăнать. Хула çыннисем канма иленнĕ вырăн тирпейлĕхпе мăнаçланать теме йывăр. Çывăхри çуртсенче пурăнакансем вăрманта ÿсĕр çынсем шавланине пăшăрханса пĕлтернĕ. Республикăри кадет корпусне те çывăх вăхăтра унта тума пуçламалла. Аса илтерер: федерацин Атăлçи округĕн шайĕнчи вĕренÿ заведенине хăпартма РФ Оборона министерстви пулăшать.
Тума палăртнă кадет корпусĕ тата культура керменĕ çывăхĕнчи территорие хăтлăх кĕртнĕ май вăрманта аллейăсем тата фонтансем вырнаçтарасшăн. Парк проектне ыран хула çыннисемпе пуçтарăнса сÿтсе явма палăртаççĕ.
Комментари хушас